АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Типĕ курăк çунтарни инкек патне илсе çитерет

28 апреля 2010 г.

Тавралăх юртан тасалчĕ. Ун хыççăн вара пĕтĕм тасамарлăх çиеле тухрĕ. Вĕсене пĕрисем пуçтарса свалкăна тăкаççĕ. Теприсем тата ансатрах меслет тупаççĕ — типнĕ курăка чĕртсе яраççĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, вут алли вăрăм. Пăртак çеç çил пулсан та вăл хăвăрт саланать, йывăç япаласене хыпса илет. Кун пирки пĕрре мар асăрхаттаратпăр пулин те, халăх хăлхана чикмест.

Пирĕнпе халиччен инкек пулман, малашне те пулмĕ теççĕ-ши? Уйрăмах вăрман çывăхĕнче вут чĕртни хăрушă. Пушар тухсан унăн тăкакĕ пинпе çеç мар, миллионшар тенкĕпе те танлашма пултарать.

Массăллă информаци хатĕрĕсем хула çывăхĕнчи дача çурчĕсем вуншарăн çунса кайни пирки пĕлтереççĕ. Пирĕн районта та ун пек тĕслĕхсем çулсерен пулаççĕ. Иртнĕ çул апрель уйăхĕнче кунсерен вут-кăвар ярса илнĕ вырăнсене 3—4 хутчен тухма тивнĕ. Уйăхĕпе ун пекки 50—60 хутчен те пулнă. Çынсен тимсĕрлĕхĕ хăйсене те тăкак кÿрет, пире те хушма ĕç тупса парать. Кăçал та курăк тивертсе ярса вут-кăвар кăларнă тĕслĕх чылай пулчĕ.

Асăрхануллă пулăр, çунакан кăвайта е курăка никамсăр ан хăварăр. Вут чĕртес тесен çанталăка сăнăр, çил ăçтан тата мĕнле хăвăртлăхпа вĕрнине шута илĕр.

Пушара асăрхарăр пулсан тÿрех 01 телефонпа шăнкăравлăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика