28 апреля 2010 г.
Хисеплĕ çынсем кашни ялтах пур. Вĕсем халăх телейĕшĕн, унăн çутă малашлăхĕшĕн пĕтĕм вăйне хурса ĕçленĕ. Вĕсенчен пĕри вăл — Н.Д.Краснов.
Кăçалхи çул Вĕрентекен çулталăкĕ, Аслă Çĕнтерĕве 65 çул тата ветеран 86 çул тултарас кунсем çывхарнă май унăн пурнăç çулĕ çинчен каласа парас килчĕ.
Пурнăç хакĕ пирки кашниех тĕрлĕрен шутлать. Анчах пĕтĕмлетсе çакна калас килет. Пурнăçра чи хакли вăл — хăв ытти çынсене кирлĕ пулни.
Николай Дмитриевич çинчен пирĕн тăрăхра илтмен, пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл районти çыхăну уйрăмĕн телеграфисчĕ, Аслă Чурачăк, Кивĕ Сĕнтĕр тата Хырай Ĕнел шкулĕсен вĕрентекенĕ тата директорĕ, пилĕк хутчен ял Совет депутачĕ пулнă. Ачасене пĕлÿ парас ĕçре ырми-канми вăй хунăшăн хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Н.Д.Краснов — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă ветеран çав кунсем çинчен чĕтрекен сасăпа каласа пачĕ:
— Çара 1942 çулхине ялтан виççĕн тухса кайрăмăр. 18 çултаччĕ эпĕ ун чухне. Пире Курск хулине илсе кайрĕç. Манăн унта çыхăну уйрăмĕнче телеграфист пулма тÿр килчĕ. Питĕ йывăр вăхăтчĕ. Хальхи пек астăватăп: пĕр пуханкă çăкăра 12 пая пайлаттăмăр. Пирĕн взводра ватă салтаксем ытларахчĕ. Эпĕ пĕртен -пĕр çамрăк пулнă. Вĕсем мана конверт çине адрес çыртаратчĕç. Санăн вĕреннĕ çын пулмалла, тетчĕç. Малалла вĕренес ĕмĕтĕм çавăн чухне çуралчĕ те.
Н.Д.Краснов вăрçăран 1947 çулта таврăнать. Тÿрех ĕçе пикенет. Малтан вăл тăван колхозра вăй хурать, унтан 5 çул ра-йонти çыхăну уйрăмĕнче ĕçлет. «Ĕмĕтлĕ çын — çунатлă»— тенĕ. Вĕренес ĕмĕт ăна учительсене хатĕрлекен Канашри училищĕне илсе çитерет. Ун хыççăн районти шкулсенче ачасене математикăпа физика предмечĕсене вĕрентес ĕçре вăй хурать. 1958 çулта Николай Дмитриевича Хырай Ĕнел шкулĕн директорĕ пулма шанаççĕ. Çак ĕçре вăл 16 çул ĕçлет.
— Ун чух шкулта 500 яхăн ача вĕренетчĕ. 1966 çулта шкулăн çĕнĕ çуртне тума пикентĕмĕр. Пĕтĕм халăх хутшăнчĕ çак ĕçе. Учительсемпе ĕç хыççăн кирпĕч кăларма каяттăмăр. Çак шкул маншăн тăван кил пекех. Эсир мана тĕл пулăва чĕннĕшĕн чĕререн савăнатăп. Лайăх вĕренĕр, вăрçă нушине ан курăр, ман пекех вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр,— пехиллерĕ ачасене педагог-ветеран.
Мăшăрĕпе, Анна Григорьевнăпа, вĕсем ултă ача пăхса çи-тĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕ, Юлия Николаевна, унăн пархатарлă ĕçне малалла тăснăшăн хĕпĕртет. Вăл Канаш районĕнче кĕçĕн класри ачасене вĕрентет.
Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче 86 çул тултарнă пулсан та, пурнăç уттинчен юлмасть ветеран. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, ĕçмест, туртмасть. «Каçал ен» хаçатпа çыхăну тытать.
Пирĕншĕн, вĕрентекенсемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те, Николай Дмитриевич Краснов ырă тĕслĕх пулса тăрать. Эпир унпа мухтанатпăр, ăна канлĕ ватлăх сунатпăр.