АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх символĕсем маншăн мĕнле пĕлтерĕшлĕ?

28 апреля 2010 г.

 Г.Волков, район пуçлăхĕ:

— Патшалăх символĕсем вĕсем, ман шутпа, цивилизаци шайне палăртаççĕ. Граждансенчен чылайăшĕ Чăваш пичечĕн, Чăваш чĕлхин кунĕсем пуррине пĕлет. 1992 çултанпа вара Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне уявлатпăр.

Паянхи кун Чăваш Республикин гимнĕн текстне нумайăшĕ пăхмасăр пĕлет. Республикăри шкул ачисем кăна мар, аслисем те патшалăх ялавĕпе гербĕ çинчи геральдика паллисен пĕлтерĕшне ăнланаççĕ.

О.Павлова, пенсионер:

— Кашни ирех чăваш радион ирхи кăларăмĕсем гимн янăранипе пуçланаççĕ. Паллах, унăн сăмахĕсемпе кĕвви чуна уçса çĕклентерет. Çĕнĕ ÿсĕмсем тума хистет.

М.Митюкова, медсестра:

— Патшалăх гимнĕ янăранă вăхăтра ура çине тăрса итлени йăлара. Ют çĕр-шывсенчи çынсем ăна пиртен лайăхрах пĕлеççĕ пек туйăнать. Мĕншĕн тесен унти граждансем хуть хăçан та пĕр вăтанмасăр ура çине тăрса гимн юрлаççĕ. Пирĕн çĕр-шывра хăшĕ-пĕрисем çак йăла-йĕркене тытмаççĕ. Ку вăл сăмахĕсене пĕлменнипе çыхăннă-ши?

Телеэкран умĕнче ларнă чухне торжествăлла мероприятисенче спортсменсем патшалăх ялавне чуп тунине курма пулать. Çакă Тăван çĕр-шыва, унăн символĕсене хисепленине, юратнине пĕлтерет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика