АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апрелĕн 29-мĕшĕ – Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ.

28 апреля 2010 г.

Чăваш Республикин Патшалăх гербĕпе ялавĕ, гимнĕ – унăн суверенитечĕн символĕсем. Вĕсене 1992 çулта йышăннă.

Гербпа ялавăн авторĕ —Элли Михайлович Юрьев художник. Символсем çинчи тĕссем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕттĕм хĕрли халăх ирĕк пурнăçа ăнтăлнине пĕлтерет, сарри вара — пурне те вăй паракан хĕвел тĕсĕ. Мĕн авалтан чăвашсемшĕн сарă – чи хитре тĕс.

Чăваш Республикин гербĕ çине геральдика щичĕ ÿкернĕ. Унта эпир чăваш çĕрĕнчен ÿссе хăпарнă «Пурнăç йывăçне» куратпăр. Вăл халăх ĕмĕрсем хушши утса тухнă çула пĕлтерет.

Щит çийĕн ĕлĕкхи, хальхи тата малашнехи пурнăçа сăнлакан сакăр кĕтеслĕ виçĕ çăлтăр вырнаçтарнă. Сакăр кĕтеслĕ çăлтăр – чăваш тĕррин анлă сарăлнă элеменчĕ. Вăл илемлĕхпе хăтлăха пĕлтерет. Лента вĕçне ÿкернĕ хăмла пирĕн республика туса илекен пуянлăха – «симĕс ылтăнăн» сăнарне палăртать.

Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕ – тăватă кĕтеслĕ пусма. Унта та эпир пурнăç йывăçне куратпăр. Вăл та сакăр кĕтеслĕ виçĕ çăлтăрпа тăрăланать.

Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕ «Тăван çĕр-шыв» ятлă. Сăмахĕсене Илле Тукташ сăвăç, кĕввине Герман Степанович Лебедев композитор çырнă. Гимн сăнарсен виçĕ çаврăмне пĕлтерет: çут çанталăк çĕнĕ пурнăçа сиссе чĕрĕлнине, çемьене — тăвансене, аттепе аннене, ачасене, «чăваш тĕнчинче» — Чăваш Республикинче — пурте пĕрлешсе килĕшÿллĕ пулнине.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика