АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхе ан çухатăр

24 апреля 2010 г.

Çанталăк ăшăтнă май пушар тухас хăрушлăх ÿсет. Çынсем вăрмана канма тухаççĕ, кăвайт чĕртеççĕ. Çÿп-çапсене çунтараççĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни инкек патне илсе çитерет те. Тĕслĕхрен, типĕ курăк майпен çунса пынă май, Пăрачкав районĕнчи пĕр çурта вут хыпнă. Вут-çулăма пула пÿрт, пурăнман икĕ çурт, мунча çуннă. Сăлтавĕ — асăрханусăр пулни. Районта та лару-тăру лайăх теме çук. Кăçал, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 2 пушар ытларах, 600 пине яхăн тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Çавна май кăштах та пулин тимлĕрех пуласчĕ. Пушарсен шучĕ, инкекре вилекенсен йышĕ ÿснипе ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ ятарлă указ кăларнă. Ял поселенийĕсен, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем тимлĕхе татах та ÿстермелле, кирлĕ мерăсем йышăнмалла:

— «Çурт-йĕр — 2010» профилактика операцине ирттермелле;

— пушар тухсан, ял çыннисене пĕлтерме янăравлă тата тĕрлĕ тĕслĕ сигнализаципе усă курмалла;

— пурăнмалли çуртсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăннине çирĕп тĕрĕслемелле;

— япăх пурăнакан çемьесене тĕрĕслемелле, вĕсемпе профилактика ĕçĕсем ирттермелле;

— пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене кил-çуртра пăхăнмаллине граждансене пĕлтермелле, пухусем ирттермелле;

— шыв илмелли çулсене тасатмалла, юсамалла;

— ял поселенийĕсенче пурăнакансемпе хурал йĕркелемелле.

Пур ĕçе те пуçлăхсем çеç пурнăçласа пĕтереймеççĕ. Кунта ял çыннисен пулăшăвĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасене пушар хăрушă инкек пулни çинчен асăрхаттармалла. Шăрпăка вĕсен ал айне ан хурăр.

Типĕ курăка çунтарнă чухне те тимлĕ пулăр. Ăна пурăнакан çурт-йĕр çывăхĕнче ан чĕртĕр. Вăрманта кăвайта сÿнтермесĕр пăрахса хăварма юрамасть. Асăрхануллă пулăр!

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика