АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке пуриншĕн те пĕрре

24 апреля 2010 г.

Тĕрлĕ çыннăн ăнланулăхĕ пĕр шайра пулмастех. Пĕлсе е пĕлмесĕр çул-йĕр çинче пурте пăхăнакан правилăсене пăснă тĕслĕхсем тупăнсах тăраççĕ.

Районти ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем 2010 çулхи виçĕ уйăхра 1322 административлă протокол çырнă. Вĕсенчен 26-шне йĕркене пăхăнмасăр руль умне ÿсĕрле ларнăшăн, хăвăртлăха ÿстернĕшĕн — 506. Çуран çÿрекенсем те йĕркене пăсаççĕ, январь — март уйăхĕсенче вĕсем тĕлĕшпе 145 постановлени-квитанци çырнă.

Кăçал 5 авари шута илнĕ. Иртнĕ çулхи кăтартăва танлаштарсан, 2 авари сахалтарах.

Районти çул-йĕр инспекторĕсем тăтăшах профилактика мероприятийĕсем, рейдсем, операцисем ирттереççĕ. Шкулсене, предприятисемпе организацисене çитсе калаçусем, тĕл пулусем йĕркелеççĕ.

Тата çакна каласшăн: çула тухаканăн кирек хăçан та йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Енчен те çул çинче е обществăлла вырăнта «çылăха» кĕтĕн пулсан, ыйтăва саккунпа килĕшÿллĕн татса памалла, административлă штрафа вăхăтра тÿлемелле. Кун пирки Раççей Федерацийĕн Административлă Кодексĕн 20.25 статйинче ăнлантарса панă. Унпа килĕшÿллĕн административлă штрафпа протоколта кăтартнă срокра татăлмасассăн çав суммăран икĕ хут пысăкрах штраф тÿлемелле е 15 кунлăха арестлеççĕ.

Çуран çÿрекен, транспорт хатĕрĕ çине ларса тухакан кашни водитель, ГИБДД сотрудникĕ çул çинчи хăрушсăрлăха ÿстересси пирки пур майсемпе те усă курма тăрăшмалла.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика