24 апреля 2010 г.
Çулталăк пуçланнăранпа районти шалти ĕçсен пайĕ преступлени тăвассине хирĕç кĕрешес, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, саккунлăха пăсакансемпе профилактика ирттерес тесе сахал мар ĕç тунă. Йĕрке хуралçисем тимлĕ ĕçлени вара районта тăнăç та лăпкă пурнăç тытса тăма май парать.
Акă, иртнĕ кунсенче районти шалти ĕçсен пайĕн актовăй залĕнче оперативлă канашлу ирттертĕмĕр, унта милицин кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсене пĕтĕм-летрĕмĕр.
Январь — март уйăхĕсенче пурĕ 45 преступление шута илнĕ, пĕлтĕр çак тапхăрта районта вĕсен шучĕ 50-па танлашнă. Тĕпрен илсен, преступленисен шучĕ чакни кăçал йывăр преступленисем район территорийĕнче пулманнипе çыхăннă. Пĕрре-мĕш кварталта преступленисен 91,8 процентне уçса панă, пĕлтĕр çак тапхăрта ку кăтарту 95,2 процент пулнă (3,4 процент пĕчĕкрех).
Асăннă тапхăрта çынна вĕлерни, çаратни, хулиганство, автотранспорта çаратнипе уголовлă ĕçсем пуçарман.
Йывăр преступленисемпе, хваттерсене вăрлама кĕнипе, асаплантарнипе, хĕненипе, вĕлерессипе хăратнипе, экономика преступленийĕсене тăвассипе, обществăлла вырăнта йĕркене пăсассипе çыхăннă ĕçсене милици сотрудникĕсем çĕр проценчĕпех уçса панă.
Тишкерÿ çакна кăтартса парать. Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен экономика пĕлтерĕшлĕ хура ĕçсем тупса палăртас енĕпе тата та ытларах тимлемелле.
Тĕрлĕрен сăлтавпа е сăлтавсăр çынсене хĕненĕ тĕслĕх те чылай. Çакă малашне кашни сотрудника хăйĕн административлă участокĕнче профилактика ĕçне вăйлатма, ĕçри яваплăха ÿстерме хистет.
Обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ служба ĕçĕнчи кăтартусем лайăхланччăр, район халăхĕ яланах пирĕн хÿтлĕхе туйтăр тесе тимлет.
Январьпе март уйăхĕсенче 567 çынна административлă право йĕркине пăснăшăн явап тыттарнă. Çакă, паллах, пысăк кăтарту. Иртнĕ çулхи асăннă вăхăтрипе танлаштарсан, административлă право йĕркине пăсасси ÿснĕ. Вăл шутра — обществăлла вырăнта ÿсĕр пулнă 317, пĕчĕк хулиганла ĕç тунă 40, суту-илÿ йĕркине пăснă 13 факт тата ытти те.
Пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем Чăваш Республикинчи административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан саккуна пурнăçлас тĕллевпе те тимлеççĕ. Çак енĕпе 141 çынна штрафланă. Вăл шутран саккунăн 10, 11,19-мĕш статйисемпе çынсене ытларах явап тыттарнă.
Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем кашниех хăйсен тивĕ-çĕсене лайăх пĕлеççĕ. Пирĕн тĕп тĕллев — районти оперативлă лару-тăрăва ăнăçлă тытса тăрасси. Çавăнпа та эпир малашне те «Манăн милици мана хÿтĕлет» текен каларăша тÿрре кăларма тăрăшăпăр.
Источник: "Каçал Ен"