24 апреля 2010 г.
Апрелĕн 21- мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулчĕ. Ăна ирттерме «Фармация» ПУП генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Н.Филимонов килсе çитрĕ. Депутатпа пĕрле районти 41-мĕш номерлĕ аптека директорĕ Л.В.Васильева Комсомольски, Урмаел тата Тукай ял поселенийĕсенчи аптека пункчĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.
Акă, Урмаелĕнчи аптека пункчĕн фармацевчĕ Г.П.Кириллова килсе çитнĕ хăнасене пурнăçра чи кирлĕ эмел препара-чĕсен списокĕпе паллаштарчĕ. Çак списока ЧР Президенчĕн кăçалхи февраль уйăхĕнчи 34-мĕш номерлĕ Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн тунă. «Эмел хакĕсемпе интересленекенсем хуть пулсан хăш вăхăтра та çак папкăна уçса паллашма пултараççĕ»,– тет Галина Павловна, тĕп хуламăртан килнĕ депутата вĕсен хакĕсене кăтартса.
Малалла ĕçлĕ ушкăн Çĕнĕ Мăратри аптека пунктне те çитсе курма кăмăл турĕ. Вĕсене унта И.В.Павлова фармацевт кĕтсе илчĕ.
Пĕтĕмĕшле каласан, çитсе курнă пур аптека пунктĕнче те таса та тирпейлĕ, кĕленче витринăсем çинче эмелсене ушкăнпа сортласа хунă. Хакĕсем те «çыртмаççĕ». Тĕслĕхрен, «Мезим форте» эмеле сутма 77 тенкĕ те 28 пусран ирттерме юрамасть пулсан, пирĕн районти аптека пункчĕсенче унăн хакĕ 68—70 тенкĕпе танлашать.
«Чăннипех çапла. Пирĕн республикăра эмелсем Мари Эл, Тутарстан тата ытти кÿршĕ республикăсемпе танлаштарсан чылай йÿнĕрех. «Мезим форте» препарата илсен, Мари Эл Республикинче вăл 83 тенкĕ те 23 пус тăрать»,— ăнлантарчĕ Валерий Николаевич. Кăнтăрла иртсен информаци кунне Г.Ф.Волковăн кабинетĕнче пĕтĕмлетрĕç.
Источник: "Каçал Ен"