24 апреля 2010 г.
Юр ирĕлсе пĕтрĕ, çĕрсем типрĕç. Çавна май районти ял хуçалăх предприятийĕсем ака-суха ĕçĕсене пуçăнчĕç те ĕнтĕ. Шел, кĕркунне акса хăварнă кĕрхи тырăсем, нумай çул ÿсекен курăксем сивĕ çанталăка пула лайăх хĕл каçайман. Акса хăварнă хăш-пĕр лаптăксем шăннă. Çавна май ял хуçалăх кооперативĕсенче çак культурăсене çĕнĕрен акаççĕ.
Апрелĕн 22-мĕшĕ тĕлне 1051 гектар нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне апатлантарнă, 2744 гектарне сÿреленĕ.
Кĕркунне 14260 гектар çĕре сухаласа хăварнăччĕ. Вĕсенчен 2740 гектарне сÿреленĕ, 1305 гектарне культивациленĕ.
748 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, 13 гектар пахча çимĕç акнă.
Районĕпе «Урожай» колхоз, «Рассвет», «Дружба», «Восток» ЯХПК-сем,«Слава картофелю» агрофирма тата ытти хуçалăхсем те ака-суха ĕçĕсене пуçăннă.
Пур хуçалăхра та çĕр улмине суйлас ĕç пырать. Вĕсенчен 70 процентне суйласа яровизацилеме хунă.
Источник: "Каçал Ен"