АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхшăн тăрăшнă, тăрăшаççĕ те

21 апреля 2010 г.

 

Çак кунсенче Йăлмахвари фельдшерпа акушер пункчĕ çĕнĕ вырăна куçнине савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Ăна уçма район больницин тĕп врачĕ Ф.Ф.Асейнов, участок терапевчĕ А.А.Иванова тата ытти хăнасем килсе çитрĕç. Кунта ĕçлекенсене ăнăçу сунчĕç.

Хисеплĕ хăнасене культура ĕçченĕсем чăваш халăх йăли-йĕркипе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, савăк кăмăл парнелерĕç. Йăлмахвапа Кайнлăк ялĕсенче пурăнакансем М.Г.Шарафутдинова «Дубрава» хуçалăх администрацийĕнче пÿлĕмсем уйăрса панăшăн тав сăмахĕ каларĕç.

Комсомольскинчи РСУ ĕçченĕсем тăватă пÿлĕмре юсав ĕçĕсене пурнăçланă, тирпей-илем кĕртнĕ. Пÿлĕмсенче халĕ çутă та таса, ăшă, çĕнĕ оборудовани, сĕтел-пукан. Ку енĕпе спонсорсем чылай пулăшу кÿнĕ, вĕсен тÿпи пысăк. Килекен çынсене йышăнма пĕтĕм услови пур. Профилактика ыйтăвĕпе пыракансене йышăнма, уколсем тума, хĕрарăмсемпе ачасене йышăнма — уйрăмшар пÿлĕм.

Çавăн пекех савăнăçлă лару-тăрăва хутшăннисене Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.Н.Журавлев, ветерансен совечĕн председателĕ З.Н.Григорьева саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Уява пухăннисем, фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен И.Р.Алякина, О.Г.Яковлева санитарка çакăн пек хăтлă пÿлĕмсенче ĕçлеме май туса панăшăн чунтан савăннине пĕлтерчĕç. Вĕсемех уява хатĕрленсе чаплă сĕтел хатĕрленĕ. Çавра сĕтел хушшинче те нумай-нумай ăшă сăмах пулчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика