АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыл ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç

21 апреля 2010 г.

 

Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 65 çул çитнине халалласа районта тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Акă, иртнĕ кунсенче районти тĕп библиотекăра Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 9-мĕш «в» класс вĕренекенĕсемпе тыл ветеранĕсен тĕл пулăвĕ иртрĕ.

Чи малтанах Г.Зайнуллина, библиотека заведующийĕ, ачасене вăрçă çинчен каласа пачĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирĕн пурнăçра пысăк йĕр хăварнă. Кашни çемье çывăх тăванĕсене çухатнă. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ пулин те çав хăрушă, йывăр кунсене асра тытакансем районта сахал мар. Мĕншĕн тесен вĕсем ахăр саманана хăйсен куçĕпе курнă, чăтса ирттернĕ. Пирĕн районтан вăрçа 7 пин ытла çын хутшăннă, 2162-шĕ каялла таврăнайман. Арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те çĕнтерĕве туптанă.

Арçынсем фронтра çапăçнă хушăра ача-пăчан та, ваттисен те килте ахаль ларма вăхăт пулман. Вĕсем фронта пулăшас тесе иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен хирте ĕçленĕ. Çакăн çинчен ачасене тĕл пулăва килнĕ Клавдия Парфеньевна Парфеньевăпа Зоя Федоровна Счетчикова каласа пачĕç. Вăрçă пуçланнă чухне К.П.Парфеньева 18 çулта пулнă, З.Ф.Счетчикова вара 10-ра çеç. Вăл вăхăтра вĕсем тăраниччен çăкăр та çисе курайман. Шкул ачисем тыл ветеранĕсене питĕ тимлĕ итлесе ларчĕç. Хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем илчĕç. Ветерансене вăрçă çулĕсене аса илме çăмăл пулмарĕ, паллах. Ачасене вĕсем шкулта тăрăшса вĕренме, çĕршыва юрăхлă çынсем пулма сунчĕç.

Е.Прокопьевăпа Л.Мингалиева библиотекарьсем вăрçă вăхăтĕнчи ачасем çинчен «Медаль за подвиг и за труд» темăпа презентаци хатĕрленĕ.

Çавăн пекех шкул ачисемпе библиотека ĕçченĕсем ветерансене уяв ячĕпе саламласа парнесем пачĕç. Ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç. Малашне те çакăн пек тĕл пулусене килсе çÿреме ыйтрĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика