АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хумхантаракан ыйтусем пур

21 апреля 2010 г.

 

ЧР Президенчĕн 2007 çулхи чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи ялсенчи культура учрежденийĕсене аталантарас тĕлĕшпе пурнăçа кĕртмелли мерăсем çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн, культура çурчĕсене тĕслĕх шая çитерес пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç малалла пырать. Çавна май пирĕн районти культура учрежденийĕсенчи лару-тăру та лайăх енне улшăнчĕ. Александровкăри, Аслă Чурачăкри, Комсомольскинчи, Нĕркеçри культура çурчĕсене тĕпрен юсаса çĕнетрĕç, пурлăхпа техника никĕсне пуянлатрĕç. Халĕ кунта хăтлă та илемлĕ. Культура учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашас тĕллевпех апрелĕн 14-мĕшĕнче районта ЧР халăх пултарулăх çурчĕн методикăпа координаци канашлăвĕ иртрĕ. Унта Халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ В.С.Бондарев, унăн çумĕ С.И.Ильина, сектор начальникĕ Т.А.Дмитриева, пай начальникĕ Н.С.Кондратьева, район администрацийĕн культура секторĕн начальникĕ В.С.Васильев тата 10 районти культура ĕçченĕсемпе директорĕсем хутшăнчĕç. Хăнасем чи малтанах Аслă Чурачăкри культура учрежденийĕнче пулчĕç. Унти çĕнĕлĕхсемпе, çитĕнÿсемпе паллашрĕç. Ытти ĕçченсен вĕсенчен тĕслĕх илмелли, паллах, çук мар. Асăннă учрежденире çамрăксене те, аслăрах çултисене те тĕрлĕ енлĕ аталанма, пултарулăха ÿстерме май пур. Çакна хăнасем те çирĕплетрĕç.

Ун хыççăн культурăпа кану центрĕнче анлă канашлу иртрĕ. Йĕпреçри, Вăрнарти, Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕн директорĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Çитĕнÿсемпе çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕç. Канашламалли, сÿтсе явмалли чăнах та нумай. Хумхантаракан ыйтусем те çук мар. Тĕслĕхрен, юсав ĕçĕсене ирттерме, пурлăх базине ÿстерме укçа-тенкĕ çителĕксĕр. Сцена тумĕсем, тĕрлĕ аппаратура туянма та сахал мар тăкакланма тивет. Ку лару-тăруран май килнĕ пек çаврăнса тухма пултармалла. Культура учрежденийĕсенче иртекен концертсене, спектакльсене, дискотекăсене укçалла йĕркелеме тивет. Анчах та районта пурăнакансем культурăллă канасси çине çиелтен çеç пăхасшăн. «Дискотека йĕркелесси йывăрланчĕ, ыйту çивĕчленсех пырать. Тĕслĕхрен, ăна каçхине 19 сехетпе 23 сехетчен ирттерме ирĕк пур. Анчах та 22 сехетчен 18 çула çитмен çамрăксене килĕсене ăсатма тивет. Тĕрлĕ сăлтава пула е çумрах ытти заведенисем пуррипе дискотекăна çÿрекенсем сахалланчĕç»,— тет Вăрнарти культурăпа кану центрĕн директорĕ И.Н.Шашкова пăшăрханăвне пытармасăр. Ыттисен те лару-тăру çаплах иккен. Тĕслĕхрен, Елчĕкре дискотекăна 22 сехетчен çеç йĕркелеме ирĕк панă. Вăл вăхăтран кая юлсан штраф тÿлеме те тивет. Çуллахи вăхăтра вара палăртнă сехетре тĕттĕмленсе те ĕлкĕреймест, çамрăксем пухăнмаççĕ те. Мĕн тумалла-ха? Пирĕн районта та çакăн евĕрлех ÿкерчĕк. Каçхи ташă каçĕсене аслăрах çултисем мар, çамрăксем ытларах çÿреççĕ. «Апла пулсассăн шкула çÿрекенсене çеç мар, аслăрах çулхисене ташă каçĕсене явăçтармалла. Унпа çеç тупăш тумалла мар, тĕрлĕ кану каçĕсем, концертсем, спектакльсем йĕркелемелле. Пĕр сăмахпа каласан, кунта пурăнакансене культурăлла пурăнма йыхравламалла. Çавăнпа эсир — культура ĕçченĕсем»,— тет Виктор Сергеевич.

Канашлăва культура учрежденийĕсенче вăй хуракансен ăсталăхне, пултарулăхне, опытне ÿстерес тесе йĕркелеççĕ. Пĕр-пĕринпе паллашни, пăшăрхантаракан ыйтусене пĕрле сÿтсе явни паянхи кун кирлех.

Культурăпа кану центрĕнчи «Каçал» фольклор ансамблĕ, искусство шкулĕн ташăçисем, «Кубняночка» вокал ансамблĕ, О.Владимирова залра ларакансене çĕнĕ номерсемпе савăнтарчĕç. В.Зайцева ячĕпе хисепленекен халăх театрĕ «Улькка кинĕн виçĕ кинĕ» спектаклĕн пĕр пайне лартса пачĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика