21 апреля 2010 г.
Юрă-кĕвĕ чуна уçать, çемçетет. Унăн асамлăхне туякансем, ăна кăмăллакансем чăннипех телейлĕ...
Районти культурăпа кану центрĕнчи ĕçченсем тăтăшах концерт лартма тăрăшаççĕ. Вĕсене кăмăллакансем кашни уявах савăнса килеççĕ. Иртнĕ эрнере «Çуркуннехи çемĕсем» концерт иртрĕ. Уяв пуçаруçисем — Альбинăпа Виктор Кокшинсем. Çак концерт вĕсен творчество каçĕ тесен те йăнăш пулмасть. Уявра «Кубняночка» вокал ансамблĕ нумай-нумай юрă шăрантарчĕ. Репертуарта чăваш, вырăс халăх юррисем те чылай. Ытларах куракансем хапăллакан юрăсене суйласа илнĕ. «Прощание славянки», «Храм», «Шурă çĕмĕрт» юрăсем уйрăмах кăмăла кайрĕç. «Кубняночка» ансамбле çÿрекенсем: Л.Симендеева, Г.Буслаева, Г.Быкова, Е.Николаева, А.Дмитриева, М.Федорова, И.Саванина, Л.Нямукова, М.Буслаев, Н.Кисапов, П.Баринов, В.Пушкарев — чи хастар артистсем.
Кокшинсем яланах шыравра. Çĕннине алла илеççĕ, тĕрлĕ концертсене хутшăнаççĕ. Вокал ансамбльне çÿрекенсене вĕсем яланах хавас. Нумаях пулмасть Шупашкар хулинче иртнĕ «Кĕтне» ентешлĕх уявĕнче те пулчĕç. Пухăннисене чылай юрăпа савăнтарчĕç.
— Тĕп хуламăрти сцена çинче юрласа-ташлама тÿр килни пирĕншĕн — пысăк чыс. Ансамбле çÿрекенсем уйрăмах маттур пулчĕç. Программăна хăйне евĕрлĕ, пурин кăмăлне каймалла хатĕрлерĕмĕр. Унпа паян районта пурăнакансене паллаштарас терĕмĕр,— тет Альбина Кокшина.
«Пин-пин юр пĕрчи айĕнче» юрра Л.Нямукова илемлĕ шăрантарчĕ. Сăмах май каласан, вăл «Кĕтне» ентешлĕх уявĕнче те чи нумай чечек çыххине тивĕçнĕ. О.Буслаева, И.Зайцева, Р.Басников юррисене те куракансем хапăлласах йышăнчĕç.
Аслисемпе çамрăксем пĕр коллективра пĕр-пĕрне ăнланни, килĕштерсе ĕçлени чăнах та уçăмлăнах курăнать. Çакă ертсе пыракансене малалла ĕçле-ме хавхалану, вăй-хал парнелет те. Ĕçри тăрăшулăхшăн, ÿсĕм-семшĕн Альбина Кокшинăна Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп хучĕпе те чысланă. Малашне те ăнăçу сунатпăр вĕсене.
Источник: "Каçал Ен"