АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экскурсире пулчĕç

21 апреля 2010 г.

 

Александровка тĕп шкулĕнче вĕрентекенсем ачасене тăван ен культурипе тата историпе паллаштарас, çут çанталăка юратма вĕрентес тесе сахал мар ĕçлеççĕ.

Акă, нумаях пулмасть 4—5-мĕш классенче вĕренекенсем И.И.Воробьева тата Н.И.Безрукина йĕркеленипе Шуршăлти космонавтика музейне çитсе курчĕç. Тăван ен, тăван халăх историйĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе вĕренекенсем Шупашкарти Чăваш наци музейĕнче те пулчĕç. Унта экскурсовод ачасене иртнĕ ĕмĕрсенче пулса иртнĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вĕренекенсем чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен те тимлĕ итлерĕç. Халиччен нихçан курман ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсем, савăт-сапа, тумтир, хĕçпăшал та тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ вĕсене. Музей çĕнĕ экспонатсемпе те пуян. Ачасем мамонт, бизон шăммисемпе шăлĕсене, тĕрлĕ тискер чĕрчунсене, кайăк-кĕшĕксене вырнаçтарнă витринăсен умĕнче ытларах тытăнса тăчĕç. Сăн ÿкерчĕксем те турĕç.

Тĕп хуламăр заливĕ хĕрринче уçăлса çÿрени, «Кану» кафе патĕнче чĕрĕ упана курни те шкул ачисен асĕнче нумайлăха юлĕ.

Çул çÿрев усăллă иртрĕ. Ачасем килĕсене тулли кăмăлпа саланчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика