АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш çынни вилĕмрен çăлнă

17 апреля 2010 г.

 

Çулсеренех майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерÿ кунне уявлатпăр. Унта ялти пĕтĕм халăх пуçтарăнать тесен те тĕрĕсех пулĕ. Вĕренекенсем ветерансен умĕнче сăвăсем вулаççĕ, вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене шăрантараççĕ. Фронтра пулнисем пире вăрçă хăрушлăхĕ пирки каласа параççĕ. Фашистсен тискерлĕхĕ, вĕсем аркатнă, çунтарнă хуласемпе ялсем, ним айăпсăр вĕлернĕ çынсем çинчен илтсен пурин те тенĕ пекех куçĕсем шывланаççĕ.

Мăн асатте каласа пани ман асăмра ĕмĕрлĕхех юлнă. Ăна чăваш çынни, Новокузнецк хулинче çуралса ÿснĕскер, вилĕмрен çăлнă. Вырăсла пĕлмен вăл, чăвашла ăнкарнă. Смоленск хули патĕнче артобстрел вăхăтĕнче йывăр аманать. Çĕпĕр чăвашĕ хăй кĕлетки çине хурса ăна çапăçу хирĕнчен илсе тухать.

Çĕнтерÿ кунне Семигулла бабай Варшава хули патĕнче кĕтсе илет. «Савăнса пурăнăр, спортпа туслă, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме яланах хатĕр пулăр»,— тет вăл.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика