17 апреля 2010 г.
Çут çанталăкпа туслă пулмалла, ăна упрамалла. Çак шухăшсем пулнă ЧР Президенчĕн Патшалăх Канашне çулсерен яракан Çырăвĕнче. Çакна шута илсе апрелĕн 10-мĕшĕнче «экологический прорыв» ятпа республикăри конкурс иртнĕ. Унта Чăваш Енри пур район ачисем те хутшăннă. Пирĕн район чысне Нĕркеç вăтам шкулĕнчи Мальвина Петровăпа Сергей Петров, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчи Даша Мальчикова хÿтĕленĕ. Конкурса хутшăнакансен çут çанталăка хÿтĕлес тĕлĕшпе кая юлмасăр пурнăçламалли ĕçсен проекчĕсене тăратмалла пулнă. «Сохранение природы родного края» секцире М.Петрова 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. «Благоустройство территорий» секцире Д.Мальчикова палăрнă, 3-мĕш вырăн йышăннă.
Призерсене хатĕрленĕшĕн патшалăх органĕсен çырăвĕсене Нĕркеç вăтам шкулĕнче пĕлÿ паракан Н.А.Петрова, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Е.Н.Чернова тивĕçнĕ.
Источник: "Каçал Ен"