АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăк тусĕсем

17 апреля 2010 г.

Кайăк тусĕсем

Çанталăк ăшăтса пынăçемĕн юр хăвăрт ирĕлме пуçларĕ. Çакăнпа пĕрлех кăнтăртан вĕçен кайăксем те килсе çитрĕç. Вĕсем çине тăрсах хăйсене валли йăвасем хатĕрлеççĕ. Эпир те, Александровка тĕп шкулĕн вĕренекенĕсем, кайăксем валли парне хатĕрлес терĕмĕр. Кашни шкул ачи хăйĕн аллисемпе пĕрер шăнкăрч йăви хатĕрлесе кил таврашне çакса хума калаçса татăлтăмăр. Çакна тăвиччен шкулта, апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче, çакăн пирки фестиваль ирттертĕмĕр. Унта хутшăнма пур ача та тĕплĕн хатĕрленчĕ. Мĕнле кăна йăва пулмарĕ? Хăмаран, фанертан, йывăç вуллинчен ăсталанă шăнкăрч йăвисем çинчен ачасем пĕр-пĕрне хавхаланса та интересленсе каласа пачĕç. Саккăрмĕш класра вĕренекенсем çут çанталăка кайăксем мĕнле усă кÿни, вĕсем пиртен пулăшу кĕтни пирки сăвăсенче яр-уççăн кăтартса пачĕç. Пирĕн туслă 5-мĕш класс та çак ĕçрен аякра тăмарĕ. Класра мансăр пуçне пурте хĕр ача пулсан та, эпир кайăксене кĕтсе йăва ăсталарăмăр. Халĕ вара нумайăшне йышăннă та ĕнтĕ. Вĕсен çепĕç çурхи юрри пире валли парне пулĕ.

Э.Антонов.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика