17 апреля 2010 г.
Пĕчĕк чухне чикансенчен пит хăраттăмăр. Вĕсем яла килсен алăксене питĕрсе хуни те пулнă. Килрен япала сутса çÿретчĕç вĕт. Халĕ те урамра таçтан килсе тухакан вăрăм çи-пуç тăхăннă, аскăн куçлă чикан хĕрарăмне курсан чун аван мара сисет. Вĕсем пирĕн хушăра ытларах та ытларах курăнма пуçлани те палăрать. Районта çуртсем илсе çемйисемпе пурăнакансем те сахал мар.
Çак наци çыннисене укçа-тенкĕ илĕртет. Вĕсем ĕçлемесĕрех тупăш тăвасшăн. Çав тĕллевпех «сунара» тухаççĕ те. Кун пек тĕслĕхсем районта та, республикăра та сахал мар пулнă. Сăмахран, пĕр-пĕр ялти киле пырса кĕреççĕ те кил хуçисене çĕр каçма яма ыйтаççĕ, уншăн укçа-тенкĕ аван тÿлеме те шантараççĕ. Килĕшеççĕ хайхискерсем. Вĕсем кил-çуртри мĕн пур пурлăха, укçа-тенкĕне, хаклă йышши япаласене пуçтарса кайма та пултараççĕ. Кил хуçисем вара ăна сисмеççĕ те тейĕн. Кайран, вăхăт иртсен çеç, ăнкарса илеççĕ. Ун чухне чавса çывăх та çыртма çук. Пуçлаççĕ вара чупкалама, шалти ĕçсен пайне çитеççĕ. Шыраса туп нихăçан та пĕр вырăнта пурăнман чикансене. Юлашки вăхăтра вара çак наци çыннисем çеç мар, ыттисем те ют пурлăха хапсăнса, тĕрлĕ техникăна, эмелсене хаклăрах хакпа сутас ĕмĕтпе çула тухаççĕ. Вĕсем пĕччен пурăнакан çынсене, пенсионерсене çаратнă пирки телевиденипе пĕрре мар пĕлтереççĕ, хаçат-журналта та нумай çыраççĕ. Анчах та эпир пурпĕрех асăрханусăр.
«Кун пек тĕслĕхсем районта та пулнă. Виçĕмçул, тĕслĕхрен, Комсомольскинче пурăнакан пĕр карчăкăн укçа-тенкине чикансем çаратнăччĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пĕр вырăнта çеç мар, тĕрлĕ çĕре çитсе çынсене «ухмаха» кăлараççĕ хайхискерсем. Вĕсен серепине лекес мар тесен мĕн тумалла-ха; Палламан çынсене кил-çурта кĕртмелле мар. Темĕнле япшар калаçсан та хайхискерсене ан ĕненĕр. Вĕсем нимĕнрен те хăрамаççĕ, хăвăрт калаçса çынна «минретеççĕ». Çĕнĕ информацие çын ăнланса ĕлкĕреймест. Арпашăнса каять, вĕсене киле кĕме, çĕр выртма та ирĕк парать. Çавăнпа та асăрхануллăрах пулăр. Чикансем çеç мар пире шар кăтартакансем. Тĕслĕхрен, юлашки вăхăтра çамрăксем е аслăраххисем пысăк укçа-тенкĕне хапсăнса килсерен çÿреме пуçларĕç. Вĕсем хăйсемпе социаллă хÿтлĕх е пенси фончĕн ĕçченĕсем тесе паллаштараççĕ. Тĕрлĕ пулăшу, техника аппарачĕсем е эмелсем туянма сĕнеççĕ. Пенсионерсем хайхискерсене ĕненеççĕ, пĕр иккĕленсе тăмасăрах вĕсене укçа-тенкĕ тыттараççĕ. Кайран вара ĕнсене хыçма тивет. Çавăнпа кăштах та пулин асăрхануллăрах пуласчĕ. Палламан çынсене кил-çурта ан кĕртĕр, ан калаçăр»,— тет районти шалти ĕçсен пайĕн уголовлă шырав ушкăнĕн аслă оперуполномоченнăйĕ А.Ефремов, çынсене тимлĕрех пулма сĕнсе.
Чăнах та, хамăр асăрхануллăрах пулни çеç кирлĕ. Ют çынсене ан шанăр.
Источник: "Каçал Ен"