17 апреля 2010 г.
Паянхи кун чылай çын хăйне килĕшекен ĕç тупаймасть. Çакă тĕрлĕ сăлтавсенчен килет. Вĕсене пулăшма 1991 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен» федераллă саккун йышăннă. Эпир 19 çул унпа килĕшÿллĕн ĕçлетпĕр. Тĕрлĕ сăлтавсене пула ĕçсĕр тăрса юлнисене ĕç тупса пама тăрăшатпăр, квалификацие ÿстерекен е çĕнĕ професси илме пулăшакан курссене яратпăр. «Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» патшалăх учрежденийĕ вăхăтлăха ĕçсĕр тăрса юлнă е ĕç тупайманнисемпе калаçусем, тренингсем, вĕрентÿсем ирттерет. Çаксен усси пурах тесе шутлатпăр.
Центр ĕçлеме пуçланăранпа пурнăçланă кăтартусем çинче чарăнса тăрас килмест. Пирĕнтен пулăшу ыйтнисенчен чылайăшĕ çак вăхăтра яланхи ĕç вырăнĕсем тупнă.
Кăçалхи январь — март уйăхĕсенче ĕç шыраса 411 çын килчĕç. Вĕсем хушшинче хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухса кайнисем те, вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернисем те, ытти категорине кĕрекен çынсем те пур. Вĕсенчен 166-шне ĕçе вырнаçтарма май килчĕ. Инвалидсемпе, нумай ачаллă е пĕр ачаллă çынсемпе, пенси çулне çывхараканскерсемпе те тимлĕрех ĕçлеме тивет. Тĕрлĕ организацисемпе 5 килĕшÿ туса вĕсем валли 11 ĕç вырăнĕ тупса панă. Эпир яланах çын çинче. Вĕсем пăртак та пулин ĕçлесе илччĕр, çемье бюджетне çирĕплетчĕр тесе тăрăшатпăр.
Пĕлÿллĕ çынсем кирлех. Ĕçпе тивĕçтерекен центр йĕркеленипе кăçалхи 3 уйăхра 15-ĕн тракторист-машинист профессине алла илчĕç. Кĕçех çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланаççĕ. Ку вăхăтра вĕсем хуçалăхсене питĕ кирлĕ. Çав кунсенчех çут çанталăк газĕпе ĕçлекен котельнăй операторĕсене, суту-илÿ залĕнче вăй хуракан 15 кассир, 15 электрогазосварщик хатĕрленĕ. 20-шĕ ПЭМВ енĕпе оператор пĕлĕвне илнĕ.
Ĕçпе тивĕçтерекен районти центрăн ĕçĕ-хĕлне пур енлĕн те çутатма чылай çырса, каласа пама пулать. Пирĕн учрежденире тăрăшакан Р.И.Пермякова, И.А.Мурзаева, Л.Н.Иванова, Н.Н.Дряблова яланах район çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Н.В.Мадюковăпа Г.В.Гусева те миçе çул çеç тăрăшаççĕ-ха. Апла пулин те вĕсем пултаруллă.
Районти ял поселенийĕсен администрацийĕсемпе, предприятисемпе, организацисемпе, учрежденисемпе тачă çыхăну тытма тăрăшатпăр.
Районта апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 284 çын çеç ĕç тупайман тесе регистрацие тăнă. Пĕлтĕр вара çак вăхăт тĕлне вĕсен йышĕ 317 пулнă.
Эпир кашни çыннах ĕç тупса парас, вĕрентсе хатĕрлес тесе тăрăшатпăр. Килĕр, калаçăр, канашсем ыйтăр. Йывăрлăхсем пулсан пулăшма хатĕр.
Хальхи вăхăтра 10 предприятире, организацире 126 ĕç вырăнĕ пур. Çавăн пекех шкулсенче вĕренекенсем валли те вăхăтлăх ĕç тупса паратпăр. Вĕсем тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе тăрăшĕç. Юлашки çулсенче ĕçсĕр тăрса юлнă 14 çынна предпринимательство енĕпе ĕçлеме патшалăх укçа-тенкĕ уйăрса панă.
Источник: "Каçал Ен"