17 апреля 2010 г.
Районта пурăнакансен сывлăхĕшĕн тăрăшасси — тухтăрсен тивĕçĕ. Ятарлă тĕрĕслев йĕркелени те, тĕслĕхрен диспансеризаци, çынсен сывлăхĕшĕн паха. Акă, 2010—2012 çулсенче те диспансеризаци ирттерме палăртнă. Ăна 2006 çулта районта кирлĕ шайра йĕркеленĕччĕ. Унпа килĕшÿллĕн больницăна килнĕ пациентсене специалистсем: терапевт, акушер-гинеколог, хирург, невролог, офтальмолог тĕрĕслеççĕ. Биохими тата клиника анализĕсене памалла. ЭКГ, флюрографи витĕр тухмалла, 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсен кăкăрсене УЗИпе тĕрĕслемелле. Вĕсем чирсене палăртма май параççĕ. Çак тĕллевпех диспансеризацие йĕркелеççĕ те.
Пур тĕрĕслев те тÿлевсĕр. Енчен те эсир диспансеризаци витĕр тухас тетĕр пулсассăн участокри терапевт патне пырăр. Хăвăрпа пĕрле паспорт, страхованин медицина полисне, пенси свидетельствине илĕр.
Источник: "Каçал Ен"