17 апреля 2010 г.
Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне апрелĕн 28-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.
Пирĕн сотрудниксем ĕçпе тивĕçтерекенсем ку енĕпе мĕнлерех тăрăшнине тĕрĕслесех тăраççĕ. Тĕслĕхрен, 2009 çулта следовательсем РФ УПК 144—145 статйисене мĕнле пурнăçланипе, ĕç сыхлавне пăснă 16 тĕслĕхпе тĕрĕслевсем ирттернĕ. Вĕсемпе 3 уголовлă ĕç пуçарнă. Ял хуçалăх предприятийĕсен, строительство организацийĕсен пуçлăхĕсене административлă майпа явап тыттарнă. Ĕç çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса ан тăраттăр. Çакна пуçлăхсен ăнланмалла, кирлĕ мерăсене çирĕп пăхăнмалла, ĕçлеме çирĕп условисем туса памалла.
Источник: "Каçал Ен"