АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пултаруллисем паллă

17 апреля 2010 г.

 

«Çĕнтерÿ салючĕ» фестивале иртнĕ эрнере Урмаел ял поселеннийĕн пултарулăх коллективĕ вĕçлерĕ. Фестивале хутшăннă артистсем куракансене нумай-нумай юрăпа, сăвăпа, ташăпа савăнтарчĕç. Ултă уйăха тăсăлнă анлă мероприятире хăйне евĕрлĕ программăсем, сценарисем нумай пулчĕç. Жюри членĕсене лайăххине суйласа илме çăмăлах пулмарĕ. Акă, апрелĕн 15-мĕшĕнче вĕсем чи пултаруллине палăртрĕç. Пĕрремĕш вырăна Элпуç ял поселенийĕн артисчĕсем тивĕçрĕç. Хирти Сĕнтĕр тата Урмаел ял поселенийĕн пултарулăх коллективĕсем — иккĕмĕш. Виççĕмĕш вырăнта — александровкăсемпе хырхĕррисем.

Кайнлăк ял поселенийĕн концертĕнчи мультимедийлă презентаци жюри членĕсен кăмăлне кайнă. Н.Розова (Элпуç), Г.Белкова (Хырхĕрри) «Чи лайăх конферансье» ята тивĕçнĕ. Урмаел ял поселенийĕн сценарийĕ чи лайăххи тесе йышăннă.

Фестивальте палăрнă пултарулăх коллективĕсем майăн 7-мĕшĕнче иртекен гала-концерта хутшăнаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика