АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕ пулăр

17 апреля 2010 г.

 

Йăлана кĕнĕ тăрăх, ялта пурăнакан харпăрлăхра транспорт хатĕрĕсем тытакан çынсем енĕпе май уйăхĕнче «Частник» операци ирттерет. Патшалăх техника надзорĕн инспекторĕсем техника юсавлăхне тĕрĕслеççĕ, кăлтăксене палăртаççĕ. Çитменлĕхсем пулсан пĕтерме кирлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Ку енĕпе асăрахаттару çырса хăвараççĕ. Вĕсене палăртнă вăхăтра тÿрлетмесен çирĕп мерăсем йышăнаççĕ. Ĕçре техника хатĕрĕсем хăрушсăрлăх правилисене пăхăннине те сăнаççĕ. Пĕр-пĕр деталь юсавсăр пулниех инкек патне илсе çитерет. Механизаторсем çакăн çине тимлĕх уйăрмаççĕ. Кайран вара чавса çывăх та, çыртма çук. Çемьесем тăлăха юлнă тĕслĕхсем те республикăра сахал мар. Тепĕр чухне ÿсĕрле руль умне ларни те çын пурнăçне татать. Тракторсем çул хĕрринче çаврăнса ÿкеççĕ, механизаторсем аманаççĕ, вилеççĕ.

Çурхи ака-суха ĕçĕсем вăхăтĕнче тимлĕ пулăр, хăвăр тытса пыракан техникăпа йĕркеллĕ ĕçлĕр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика