17 апреля 2010 г.
Кăçал Раççейĕн массăллă информаци хатĕрĕсем хĕл пуçламăшĕнчех çурхи шыв-шур хăрушлăхĕ пирки калаçма пуçларĕç. Ăçта мĕнле те, пирĕн районта пурăнакансем çурхи шыв ăçта кайнине те сисмерĕç пулĕ. Юр куписем пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех куçран çухалчĕç. Вĕсем пирки сăмах май çеç асăнтăм-ха. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм хуçалăх тытса пыракансен хăйне евĕрлĕ шухăш. Вĕсен çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра пурнăçламалла. Кая юлсан тухăç та пулмĕ, маларах ĕçе тытăнсан...
Халĕ кăнтăрла ăшăтать, çĕрле сивĕсем те пулаççĕ. Районти икĕ хуçалăхра тракторсем хире тухнă. «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕ 50 гектар, «Дубовка» ООО 10 гектар нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарнă. Ку ĕçе çитес кунсенче ытти хуçалăхсем те пуçăнĕç.
Районта çĕр улмине яровизацилеме кăлараççĕ, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене имçамлаççĕ.
Çурхи ака-суха ĕçĕсем малалла пыраççĕ.
Источник: "Каçал Ен"