14 апреля 2010 г.
Кăçал — Вĕрентекен çулталăкĕ. Çавна май республикăра та, районта та нумай-нумай мероприяти пулать. Акă, апрелĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче информатика учителĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Унта Канаш, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Комсомоль-ски районĕсенчи педагогсем хутшăнчĕç. Канашлăва районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕн çумĕ А.Яковлев уçрĕ. Унта Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн аталану пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ М.Николаева, ЧРИО техника центрĕн заведующийĕ Н.Орендеев хутшăнчĕç. Тĕп тема — Чăваш Республикинчи вĕрентÿ порталĕпе ĕçлеме вĕренесси, сайтсене çĕнетесси, баннерсене тăвасси. «Палăртнă ĕç паян лайăх пырать теме çук-ха. Портал çине тĕрлĕ информаци лартасси темшĕн йывăрлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та çак канашлу хыççăн яваплă çынсем тăрăшуллăрах пуласса шанас килет. Мĕн ăнланмастăр, пĕлместĕр — ыйтăр, хуравлатпăр»,— терĕ Н.Орендеев. М.Николаева Чăваш Республикинче вĕрентĕвĕн информаци сийĕпе çыхăннă тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçланнипе паллаштарчĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн педагогĕ Л.Глинкина тухса калаçрĕ, информатика учителĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Пĕр-пĕринчен вĕренмелли, çĕннине алла илмелли чылай пулчĕ канашлура.
Источник: "Каçал Ен"