АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрсем те вăрçа кайнă...

14 апреля 2010 г.

 

Çар службинче тăрасси — кашни арçын тивĕçĕ. Авалранах çапла пулнă, ăна саккунпах çирĕплетнĕ. Нимĕç фашисчĕсем Тăван çĕршыв çине хурахла тапăнсан, тăшмана хирĕç пĕтĕм халăх çĕкленнĕ — арçынĕ, хĕрарăмĕ, ачи-пăчи.

Тăватă çул ытла тăсăлнă хаяр вăрçăра тăшмана çапса аркатма арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те хастар хутшăннă. Вĕсем фронт валли ĕçленĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир тыла иккĕмĕш фронт тесе хакланă. Хĕрарăмсем, ватăсем, çул çитмен ачасем мĕн кирлине пурне те çителĕклĕ парса тăнă. Пирĕн союзниксем, Америкăпа Англи, 1942 çулхи май — июнь уйăхĕсенче фашистсене хирĕç иккĕмĕш фронт уçма сăмах панă пулин те, тĕрлĕ сăлтавсем тупса икĕ çул тăсса пырса, 1944 çулхи июнь уйăхĕнче çеç хăйсен ти-вĕçне пурнăçланă. Пирĕн çарсене, Совет Союзне питех те йывăр килсе тухнă. Хĕрсене те салтака илме пуçланă. Медицина ĕçченĕсене (вĕсем пурте çар учетĕнче тăнă) часах Хĕрлĕ çара кайма повесткăсем пама тытăннă. Хăйсен ирĕкĕпе тата комсомол призывĕпе те хĕрсем пĕрин хыççăн тепри салтак тумĕ тăхăннă. Пирĕн районтан вăрçă çулĕсенче 179 хĕр Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Пĕрисем фронта лексе аманнисене сиплеме пулăшнă, теприсем çыхăну йĕркеленĕ, виççĕмĕшсем... Хăшĕсем çапăçăва кĕмен пулсан та фронт валли ĕçленĕ: оборона сооруженийĕсем тунă, аэродромсем хатĕрленĕ, чукун çул çинче вăй хунă, оккупацинчен ирĕке кăларнă вырăнсенче те тăрăшма тивнĕ.

Сывлăха вăрçă вăхăтĕнче хавшатнине пула чылайăшĕ пурнăçран ир уйрăлнă.

Клавдия Федоровна Григорьева (Кĕçĕн Çĕрпÿел). Сăмах май каласан, ун çинчен нумай пулмасть хаçатра çырнăччĕ.

Матрена Владимировна Иванова (Йÿç Шăхаль). Ленинграда хÿтĕленĕ.

Александра Павловна Скворцова (Эткер). Вăл фронтăн малти линине лашапа апат-çимĕç, хĕç-пăшал турттарса тăнă, унтан аманнисене илсе тухнă.

Лидия Титовна Титова (Комсомольски). Телефонистка пулнă.

Раиса Сергеевна Фадеева (Кивĕ Сĕнтĕр). Украина фронтĕнче çул-йĕр регулировщици пулнă.

Мария Евдокимовна Фуражкина (Хирти Выçли). 1942 çулхи июньте салтака кайса 1945 çул вĕçĕнче таврăннă. Фронтра çыхăну йĕркелесе тăнă.

Паянхи куна районта хĕрарăм фронтовиксем улттăн çеç пурăнаççĕ. Вĕсене ятран асăнни те вырăнлă пулĕ.

Хĕрлĕ çарта салтакăн йывăр ĕçĕсене пурнăçласа пырса çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă, çапăçăва кĕмен хĕрарăм- салтаксене те Çĕнтерÿ кунĕ çитнĕ май ятран асăнни вырăнлă тесшĕн. Вĕсем те улттăн çеç юлнă паянхи куна.

Пысăк чыса, мухтава тивĕç хĕрарăм-çĕнтерÿçĕсем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика