14 апреля 2010 г.
Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалласа Чăваш Республикинче апрелĕн 9—11-мĕшĕсенче анлă мероприяти, «Астăвăм вахти» акци иртрĕ.
Общество представителĕсем, çамрăксем, хулара пурăнакансем Республика тÿремне вăрçăра пуçне хунă салтаксене, паттăрлăх кăтартнă ветерансене, концлагерьсенче асапланнисене, пурне те пуç тайма пуçтарăннă. Çакăнтах вырнаçтарнă сенкер экранпа вăрçă вăхăтĕнчи нумай саманта кăтартнă. Хаяр вăрçа хутшăннисем куççулленмесĕр чăтайман, паллах. Вăрçă кинохроникипе паллашнă май, çитĕнекен ăрушăн унта тĕлĕнмелли чылай пулнă.
Акци вăхăтĕнче Таса Татиана чиркĕвĕнче молебен иртнĕ, «Çĕнтерÿ» асăну комплексĕнчи Асăну палăкĕ умне чечек кăшăлĕсем хунă.
«Астăвăм вахти» акцие республикăра пурăнакан кашни çын ырласа кĕтсе илнĕ. Çавна май, уйăх тăршшĕпех хулапа районсенче тĕрлĕ тематика каçĕсем, ветерансемпе тĕл пулусем, шкулсенче класс сехечĕсем ирттерме палăртнă.
«Астăвăм вахти» акцие Шупашкар хула администрацийĕ, республикăри çамрăксен «Студентсен канашлăвĕ», «Чăваш Енри çамрăксен пĕрлĕхĕ», регионти «Граждансен пуçарăвĕ» общество организацийĕсем, «Еврейсен общини» наципе культура автономийĕ пуçарнипе, тăрăшнипе йĕркеленĕ.
Источник: "Каçал Ен"