10 апреля 2010 г.
Мăнкун — православи тĕнне ĕненекенсемшĕн чи çутă та пысăк уявсенчен пĕри. Çак кун эпир Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăнине паллă тăватпăр. Пĕр-пĕрне уяв ячĕпе саламласа: «Христос чĕрĕлнĕ!» — «Чăн чĕрĕлнĕ!» тесе саламлатпăр.
Мăнкун уявĕ ячĕпе апрелĕн 4-мĕшĕнче Киров поселокĕнчи культура çуртĕнче концерт кăтартрĕç. Программăра илемлĕ юрăсем, шÿтлĕ сценкăсем чылай пулчĕç. Г.Можаева, Г.Филиппова, В.Можаева, Л.Кольцова юрăсене уйрăмах илемлĕ шăрантарчĕç, чăн-чăн артистсенчен пĕрре те кая мар. Сценкăсенчи рольсене те вĕсем хитре вылярĕç.
Залра ларакансем тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
Источник: "Каçал Ен"