АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кукаçи хăюллă çын пулнă

10 апреля 2010 г.

Манăн кукаçи, Петр Николаевич Можаев, Нĕркеç ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăннă. Вăрçăччен кукаçи колхозра бригадирта тăрăшнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Вăл Карелипе Финлянди фронтĕнче çапăçнă. Кукаçи связист пулнă. Бомбăсем ÿкнĕ, снарядсем çурăлнă вăхăтра кабельсем татăлнă. Пульăсем шăхăрса иртнĕ вăхăтра хырăмпа шуса çыхăну йĕркеленĕ. Тепĕр чухне талăкра 10 хутчен те çак ĕçе тума тивнĕ. Декабрь уйăхĕнче вĕсен чаçĕ финсен тыткăнне лекнĕ. Совет салтакĕсене вăрман кастарнă, çул-йĕр тунă çĕрте ĕçлеттернĕ. Вĕсем вăрманта чăрăш лăссисенчен тунă ÿплесенче пурăннă. Кунĕпе те вĕсене хура çăкăр чустин татăкне çеç панă. Çавăнпа та яланах выçă пулнă. Хăшĕ-пĕри çул хĕрринче вилнĕ лашасен какайне те чĕрĕллех çинĕ. Вĕсене асăрхасан, конвоирсем вырăнтах персе пăрахнă. Ăшă тумтир пулман. Выçăллă-тутăллă пурăнсан та хресчен çемйинче ÿснĕ кукаçи мĕн пур асапа чăтнă. Тыткăнри 250 çынран 70 çын çеç чĕрĕ юлнă. Çулла кукаçие пуян финн хăй патне ĕçлеме илнĕ. Ун патĕнче вăл 1944 çулхи кĕркуннеччен ĕçленĕ. Кайран кукаçине тыткăна лекнĕ финпа улăштарнă. Çĕршывра ăна тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн тăван ялне таврăнма ирĕк панă. Тăванĕсем П.Можаева кĕтмен те. Мĕншĕн тесен яла ун пирки «хыпарсăр çухалнă» текен хут килнĕ пулнă. Вăрçă хыççăн колхозра ĕçленĕ. Авланса ачисене пăхса çитĕнтернĕ. Вăл 2002 çулта 93 çула çитсен вилнĕ. Кукаçи паттăр та хăюллă çын пулнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика