10 апреля 2010 г.
Районти фольклор ушкăнĕсен «Мирлĕ пурнăçшăн» фестивальне кăçал пĕрремĕш хут йĕркелерĕç. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалларĕç. «Пĕрремĕш утăм сулмаклă та тумхахлă»,— теççĕ пулин те, кăçал пуçласа йĕркеленĕ уяв çÿллĕ шайра иртрĕ тесех калас килет. Фольклор ушкăнĕсем хăйсен репертуарне çĕнетнĕ. Хаяр вăрçă вăхăтĕнчи самантсем те чылай пулчĕç программăра.
Куракансене культурăпа кану центрĕн «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ, Йÿç Шăхалĕнчи «Шÿлкеме», Элпуç ял тăрăхĕнчи фольклор ушкăнĕсем нумай-нумай юрă парнелерĕç. Уява ачасем те хутшăнни савăнтарать. Йăх-тĕпе тăсакансен, çамрăк ăрăвăн, юрра-ташша ăша хывмалла, асра тытмалла. Комсомольскинчи «Родные напевы», Хирти Явăш тĕп шкулĕнчи «Мерчен» фольклор ушкăнĕсем чăвашсен авалхи йăли-йĕркисене илемлĕ сăнласа пачĕç. Хирти Явăш ачисем вăрçă вăхăтĕнчи ялти çамрăксен пĕр уявне, шерне каçне кăтартрĕç. Яшсемпе хĕрсем улах ларнă, вăйă вылянă, юмăç янă. Çутă малашлăх пирки кашниех ĕмĕтленнĕ. «Родные напевы» ушкăна çÿрекенсем мĕн авалтан пыракан уява, Çимĕке кăтартса пачĕç. Ачасем юрларĕç, ташларĕç, вăйă вылярĕç. Икĕ фольклор ушкăнĕ те кăçал республикăри «Пĕчĕк çеç путене» конкурса хутшăннă.
«Ĕçер-çиер тăвансем, выляр-кулар, ĕмĕр пĕрле пурăнар»,— теççĕ Йÿç Шăхалĕнчен килнĕ «Шÿлкеме» фольклор ушкăнне çÿрекенсем. Вĕсем ĕлĕкхи юрăсене илемлĕ шăрантарчĕç. Пир çапнă вăхăта та аса илчĕç. Элпуçсем те юрра-ташша ăста пулнине сцена çинче çирĕплетсе пачĕç.
Л.Макаровăпа Е.Топтыгинăна (Хырхĕрри) куракансем илем-лĕ юрăсемшĕн тав туса чылайччен алă çупрĕç.
«Каçал» фольклор ансамбльне районта та, республикăра та, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Репертуара çĕнетсех тăраççĕ. Нумай-нумай юрра вĕсем ватă çынсенчен çырса илнĕ. Кунта халăх ансамблĕн ертÿçин В.Павловăн тÿпи уйрăмах пысăк. «Асаттесемпе кукамайсен йăли-йĕркине, ташшиюррине вĕренмелле, асра тытмалла, çамрăк ăрăва пĕрле явăçтармалла»,— теççĕ «Каçалсем». Районти искусство шкулĕн хореографи уйрăмĕн ачисем (ертÿçи Т.Иванова) çĕнĕ ташăсемпе савăнтарчĕç.
«Мирлĕ пурнăçшăн» фестивале хутшăнакансене пурне те ăсталăха ÿстерсе пынăшăн, тăрăшуллă пулнишĕн дипломсем парса чысларĕç.
Шупашкар хулинчен килнĕ хăнасем — халăх пултарулăх çурчĕн халăх йăла-йĕрке уйрăмĕн пуçлăхĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ С.Г.Лаврентьева тата çак уйрăмăн фольклор енĕпе ĕçлекен методисчĕ Т.В. Николаева фестиваль чăннипех те çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕç. Уяв программине Валентина Курицына ăста ертсе пычĕ.
Районта пурăнакансем асаттесемпе асаннесен йăли-йĕркине, ташши-юррине манманни чăнах та савăнтарать. Çак юрăсене итленĕ май иртнĕ ĕмĕре çитсе курнăнах туйăнать. Мĕн чухлĕ хавхалану, çĕкленÿ парнелеççĕ вĕсем. Ахальтен мар залра ларакансем артистсемпе «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать» юрра пĕрле шăрантарчĕç.
Фестиваль иртнĕ май, культурăпа кану центрĕн фойинче алă ĕçĕсен куравне те йĕркеленĕ. Е.Волкова, Л.Индюкова, А.Краснова, Ю.Федорова, А.Плеткин, П.Юманов, Г.Петров, О.Павлова ĕçĕсемпе паллашма пулать кунта.
«Паян, кĕвĕ-çемĕ илемне юратакансем, унăн асамлă вăйне туйма пĕлекенсем пухăннă фестивале. Ăна малашне кашни çулах ирттерме палăртатпăр. Çак йăлана Шупашкартан килнĕ хăнасем те ырларĕç. Фестивале йĕркелеме спонсорла пулăшу кÿнĕшĕн Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу завочĕн директорне В.Агамиряна тав тăватăп»,— терĕ фестиваль пуçаруçи Владимир Павлов.
Источник: "Каçал Ен"