АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕршывшăн, чысшăн, ирĕклĕхшĕн

10 апреля 2010 г.

Иртнĕ кĕçнерникун «Çĕнтерÿ салючĕ» фестивале Урмаел ял поселенийĕн пултарулăх коллективĕ вĕçлерĕ. Асăннă фестивале иртнĕ çул, ноябрь уйă-хĕнче, шурутсем уçнăччĕ. Унтанпа пур ял поселенийĕнчи пултарулăх коллективĕсем куракансене, жюри членĕсене илемлĕ концертсемпе савăнтарчĕç. Кашнийĕ тĕрлĕрен программа, сценари хатĕрлени те куç кĕрет. Пĕтĕмлетсе каласан пурте тăрăшнă. Çакна куракансем те çирĕплетеççĕ. Акă, урмаелсен концертне тутарĕ те, чăвашĕ те, вырăсĕ те пухăннă. Артистсем уяв программине наци праçникĕпе, Сабантуйпа пуçларĕç. Шăпах çав вăхăтра, 1941 çулта, вăрçă тухнине пĕлтернĕ. Вăй питти арçынсем вăрçа кайнă, ачасемпе хĕрарăмсем çеç юлнă. Вĕсем пĕтĕм йывăр ĕçе хăйсем çине илнĕ. Тăван çĕршыва ирсĕр тăшман килсе тапăнсан, ăна хирĕç пĕтĕм совет халăхĕ улăпла çĕкленнине, çапăçусенче халăхсен туслăхĕ, тăванлăхĕ, пĕр ĕмĕт-шухăшлă пулни концертра уçăмлăнах курăнчĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Минигали Гайнетдинов, вăрçăпа ĕç ветеранĕ, виçĕ çул тыткăнра пулнă Рахимя Султанова уява хутшăнни те пысăк сум кÿчĕ.

Программăра вăрçă вăхăтĕнчи, паянхи мирлĕ пурнăçа сăнлакан юрă, сăвă, ташă чылай пулчĕ. Çак тăрăхра пурăнакансем, «Мишар» фольклор ансамблĕ, культура, ял поселенийĕн, «Лейсан» ача сачĕн ĕçченĕсем, ачасемпе вĕренекенсем — пĕри те концертран айккине пăрăнса юлман.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика