АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай хваттерлĕ çуртра пурăнаканăн ыйтăвĕ те нумай

10 апреля 2010 г.

Апрелĕн 8-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра пĕрлехи тематика йышăнăвĕ пулчĕ. Ăна «Раççейри юристсен ассоциацийĕ» обществăлла организацин регионти уйрăмĕпе наци библиотеки пĕрле йĕркеленĕ. Тĕл пулăва коммуналлă хуçалăх тата пурăнмалли çурт-йĕр тĕлĕшпе хутшăнусене мĕнле тытса пырас ыйтупа ирттерчĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство пайĕн начальникĕ Б.Каринкин, А.Ямалетдинов юрист, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи М.Титова, прокурор пулăшуçи А.Григорьев, управляющи компанин ĕç тăвакан директорĕ-тĕп бухгалтерĕ Л.Соловьева хутшăнчĕç. Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕпе унăн çумĕ П.Силивестровпа С.Ульдина та айккинче юлман.

Йышăнăва граждансем йышлăн килнĕ. Ытларахăшĕ — К.Антонов тата И.Кабалин ячĕллĕ микрорайонсенчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем. Вĕсен вырăнти влаç представителĕсем патне питĕ нумай ыйту пулчĕ. Тĕпрен илсен, вĕсене коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн тÿлекен тарифсене мĕнле йĕркелени, шывпа тивĕçтересси, çуртсен çивиттийĕсем питĕ пулманни тата ытти пăшăрхантарать. Электроэнергине вăрлакансем пурри, çуртсенчи пĕтĕмĕшле счетчик (общедомовой счетчик) кăтартăвĕсене епле шута илсе пыни тата подъездри çутăшăн хваттер хуçисен мĕншĕн тĕрлĕрен тÿлеме тивни уйрăмах нумай тавлаштарчĕ. Кунта тематикăллă йышăну мар, шавлă пуху пырать тесе калăн. Энергоносительсен хакĕсем çулсерен хăпарса пыни çынсене кашни пуса шутлама вĕрентни куçкĕрет.

Граждансен ыйтăвĕсем çине влаç представителĕсем тулли хуравларĕç, вăл е ку ăнлава е тарифсен хакĕсене мĕнле палăртнине тĕплĕн ăнлантарса пама тăрăшрĕç.

Çак тĕл пулăва управляющи компанин тата «Водоканал» предприятин ертÿçисем В.Алякинпа С.Макаров килме темшĕн вăхăт тупайман вара.

Ыйтусемпе хуравсене тата тĕл пулу хыççăнхи шухăшсене тĕплĕнрех çитес номерсенче çырса кăтартăпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика