АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи кун çулталăк тăрантарĕ

10 апреля 2010 г.

Çуркунне хăй сассине пачĕ. Çанталăк ăшăтнăçемĕн юр кĕрчĕсем те куçран çухалса пыраççĕ. Нумаях та вăхăт иртмĕ, хирсенче машина-трактор сасси кĕрлеме пуçлĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем çур акине мĕнле кĕтсе илеççĕ-ха? Çакă тата ытти ыйтусемпе районти ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕпе И.Х.Минетуллинпа калаçрăм.

— Ильдус Хадзятович, кăçалхи хĕл хăйне евĕрлĕ пулчĕ. Çакă ял хуçалăх отраслĕ çине витĕм кÿчĕ-и?

— Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче юр çумарĕ, çанталăк сивĕ тăчĕ. Çакă, паллах, кĕр тыррисене аптратмасăр иртмерĕ. Иртнĕ çул хуçалăхсем пурĕ 6000 гектар çине кĕрхи культурăсем акса хăварнăччĕ. Тишкерÿсем ирттернĕ хыççăн 1500 гектар çинчи тырăсем пĕтме пултарас хăрушлăх тухса тăчĕ. Ку пĕтĕм лаптăкăн 25 проценчĕ чухлĕ. Мĕн тăвăн, çанталăка хирĕç тăраймăн. Анчах та пĕтнĕ лаптăксенче çур тыррисем акма хуçалăхсенче вăрлăхсем çителĕклĕ.

— Ял хуçалăх предприятийĕсем кăçалхи çур акинче мĕн акма, лартма палăртнă?

— Паллах, яланхи пекех, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсен лаптăкĕсем пысăк пулаççĕ. Вĕсене хальлĕхе 8500 гектар çинче акасшăн. Çĕр улмие 2800 гектар çинче лартса ÿстересшĕн. Пĕр çул ÿсекен курăксем 2661 гектар, выльăх кăшманĕ 87 гектар, силоса ямалли кукуруза 120 гектар лаптăк йышăнĕ. Пахча çимĕç 103 гектар çинче çитĕнтересшĕн. Ку енĕпе тĕпрен илсен «Комсомольские овощи» ООО ĕçлет. «Кызыл сабанча» тата хăш-пĕр хуçалăхсенче те пĕр-пĕр пахча çимĕç туса илĕç.

— Мĕнле вăрлăх акатăн, çавăн пек тухăç илетĕн, теççĕ. Ку енĕпе районта лару-тăру мĕнле-ши?

— Кăçалхи çур акинче акса хăварма пире 2831 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсен вăрлăхĕ кирлĕ пулать. Хальлĕхе вĕсенчен 2230 тонни е 79 проценчĕ кондицие ларнă. Вăрлăха кирлĕ шая çитерес тесе тăрăшаççĕ. Çавăн пекех пахалăхлă вăрлăхсем те туянаççĕ. Унсăр мĕнле-ха? Эсир калашле, тухăç никĕсĕ вăрлăхран нумай килет. Вăрлăха имçамласа акни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă чир-чĕртен, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран хÿтĕленме май парĕ. «Дубовка», «Сюрбеево» ОООсенче, «Изамбаево» ЯХПКра, «Слава картофелю» агрофирмăра вăрлăхсене имçамлама тытăннă. Çак ĕç ытти хуçалăхсенче те кĕçех пуçланĕ.

— Çĕр пулăхлăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна тăрантармасан, удобренисем хывмасан каллех пысăк тухăç пирки калаçаймăн.

— Ку тĕрĕсех ĕнтĕ. Укçа-тенкĕ енчен йывăр пулсан та хуçалăхсем майсем тупса хирсене удобрени хывса хăварма тăрăшаççĕ. Паянхи кун тĕлне 1775 тонна ытла тĕрлĕ удобрени туяннă. Çывăх вăхăтра тата 500 тонна илсе килмелле. Уйрăм хуçалăхсемпе илсен «Дружба» ЯХПКра 131 тонна, «Слава картофелю» агрофирмăра 396 тонна, «Рассвет» ЯХПКра 193 тонна минераллă удобрени пур. Районти ытти хуçалăхсем те ку енĕпе ĕçлеççĕ.

— Ильдус Хадзятович, уй-хир ĕçĕсене техникăсăр пурнăçлаймастăн...

— Çапла. Ку енĕпе мĕн калама пулать-ха? Кăткăсрах пулсан та хуçалăхсем çĕнĕ йышши тракторсем, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем туянаççĕ-ха. Анчах та машинăпа трактор паркĕсенче, тĕпрен илсен, техника кивĕ. Вĕсене юсаççĕ, хире тухма хатĕрлеççĕ. Акă, техника тĕрĕслевĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче вĕçленсе пырать. Инженерсем кăçал тракторсемпе прицепсем, пĕтĕмĕшле илсен, пĕлтĕрхинчен лайăхрах пулнине палăртаççĕ. Çапах та çитменлĕхсем те пур.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсем енĕпе те лару-тăру япăх теме çук. Çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме 400 тонна дизтопливо кирлĕ пулсан, хуçалăхсенче 617 тонна пур. 45 тонна бензин каймалла-тăк, 83 тонна хатĕрленĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсен çунтармалли-сĕрмелли материалсем вырма ирттерме те çитмелле. Çавăнпа та ку енĕпе районта пысăк проблемăсемех пулмĕç тетĕп.

— Ака вĕçленсен, калчасем хăвăрт шăтса тухаççĕ. Вĕсене пăхса тăмалла. Сÿреленисĕр пуçне сиенлĕ хурт-кăпшанкăна, чир-чĕре, çум курăка хирĕç кĕрешмелле.

— Агротехника ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă туса ирттермелле ĕнтĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем ядохимикатсем туянма килĕшÿсем тăваççĕ. Яланхи партнерсемпе — «Восток», «Сингента» ОООсемпе, «Август» ХАОпа килĕштерсе ĕçлеççĕ. Вĕсем кирлĕ имçамсемпе тивĕçтерме хатĕр.

— Çуркунне, çĕр пулса çитсен, кашни кун, кашни сехет хаклă. Кунта кĕркунне хăш-пĕр ĕçсене пурнăçлани те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ?

— Иртнĕ çул районти ял хуçалăх предприятийĕсенче 16 пин гектар çĕртме тумаллаччĕ. Хуçалăхсем çак ĕçе 14500 гектар çинче пурнăçларĕç. Районти 28 ял хуçалăх предприятийĕнчен 20-ĕшĕнче пур лаптăкра та çĕртме тунă. Çакă çур акинче çăмăллăх парĕ. Кĕске вăхăтрах акса хăварĕç. Хăш-пĕр хуçалăхсенче пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ те нумаях мар.

— Ильдус Хадзятович, сирĕн шутăрпа пĕтĕмĕшле илсен хуçалăхсем çур акине ăнăçлă ирттерĕç-и?

— Эпĕ кун пирки иккĕленместĕп. Районти çĕр ĕçченĕсем «Çурхи кун çулталăк тăрантарать» текен каларăша питĕ аван ăнланаççĕ. Уй-хир культурисене вăхăтра тата пахалăхлă лартса-акса хăварасшăн тăрăшĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика