АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтлăх ĕç тупса паратпăр

07 апреля 2010 г.

 

Паянхи кун ĕç рынокĕнче лару-тăру кăткăс. Эпир учетра тăракансене вăхăтлăх ĕç тупса парас тесе тимлетпĕр. Тĕпрен илсен, вĕсем обществăлла ĕçсем. Çулталăк пуçланнăранпа районти ĕçпе тивĕçтерекен центр тĕрлĕ предприятисемпе, организацисемпе 14 договор тунă, обществăлла ĕçсем тума вăхăтлăх 106 ĕç вырăнĕ тупнă. Яланхи пекех, ял поселенийĕсен администрацийĕсемпе, Комсомольски район администрацийĕпе, «Тăманлă Выçлири кирпĕч завочĕ» АХОпа, «Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи кирпĕч завочĕ» АХОпа, патшалăх техника надзорĕн уйрăмĕпе, ЧР çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсен уйрăмĕпе, федераллă миграци службин управленийĕн территорири подразделенийĕпе килĕштерсе ĕçлетпĕр.

Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăхăтлăх обществăлла ĕçсене 72 çынна явăçтарнă. Ĕçсĕр тăрса юлнисемшĕн вăхăтлăх ĕç вырăнĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта 1 çынна яланхи ĕç вырăнĕ тупса пама май пулчĕ. Вăхăтлăх ĕçре çынсем укçа-тенкĕ ĕçлесе илнипе пĕрлех, ăсталăхне те ÿстереççĕ.

Ĕçсĕр тăрса юлнисемшĕн уйрăмах йывăр тапхăр. Çакна шута илсе вĕсем валли 12 ĕç вырăнĕ тупнă, 6 договор тунă. 8-шне организацисемпе предприятисене ĕçе вырнаçтарнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика