АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратмасан спорт та аталанмасть

07 апреля 2010 г.

 

Физкультурăпа спорт аталанăвĕнчен сывлăха çирĕплетесси те, пĕтĕмĕшле культура ÿсесси те килнине пĕлетпĕр-ха. Шкулсенче çак ĕç лайăхланса пыни сисĕнет. Çапах та пĕтĕмĕшле илсен, эпир физкультурăпа спорта хаклани çитмест, тесшĕн.

Иртнĕ хĕл спорт вăййисем ирттерме питĕ меллĕ пулчĕ — юрĕ çителĕклех çуса тăчĕ. Йĕлтĕрпе, çунашкапа, конькипе ярăнма ÿркенменни çакăнпа усă курчĕ те.

Иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан, йĕлтĕрпе, конькипе ярăнакансен йышĕ кăштах ÿсрĕ-ха. Анчах мухтанмаллиех çук. Тĕрлĕ ăмăрту чылай иртрĕ пулин те, спортра массăлăх пулмарĕ.

Акă, Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕнче спорта чăннипех хаклакан, юратакан Николай Васильев пуçарнипе тата вăл спонсорла пулăшу панипе Тĕвенешре йĕлтĕр спорчĕн уявĕ пулса иртрĕ. Ăмăртăва шкул ачисем те, ял çамрăкĕсем те йышлăн хутшăнчĕç, юнашар ялсенчен пычĕç, район центрĕнчен те пĕр ушкăн çитрĕ. Йĕлтĕрпе чупакансемсĕр пуçне ял халăхĕ — ваттисем, ачаллă хĕрарăмсем — курса савăнчĕç. Пĕчĕккисем те ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле йĕл-ĕр çине тăчĕç. Пилĕк çулхи Алеша Васильев ăмăрту пуçланса вĕçленичченех ывăнма пĕлмесĕр йĕлтĕрпе чупрĕ, икĕ çулхи Арсен та йĕлтĕр çине тăнă.

Ăмăртăва клубра пĕтĕмлетрĕç. Спортсменсем те, курма пыракансем те унта йышлăн пухăнчĕç.

Кашни ÿсĕмри ăмăртуçăсем хушшинче пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене палăртса, медальсемпе чысларĕç. Наградăна тивĕçнĕ çамрăксем мĕнле савăннине сăмахпа каласа пама та çук пулĕ. Пĕчĕк Алеша та спортра пĕрремĕш медаль илме тивĕç пулчĕ. Çакă унăн спортри кун-çул пуçламăшĕ пуласса шантарать.

Хĕллехи спорт сезонне районта мĕнле вĕçлени çинчен калас пулсан, савăнмалли çукрах.

Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче хĕллехи спорт сезонне вĕçленĕ май вăрман уçланкинче «Каçал ен» хаçат парнишĕн эстафетăлла йĕлтĕр чупăвĕ иртрĕ. Мĕнпе палăрчĕ-ха çак мероприяти? Нумай шкул командисем хутшăнман. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕпе Хырхĕрри тĕп шкулĕ çеç учительсен командисене тăратма пултарчĕ. Районти предприятисем, организацисем, учрежденисем пĕри те тухмарĕç. Сăмах май каласан, ăмăртусем ирттернĕ çĕре медработник та пыман.

Мĕнрен килчĕ-ха çакă? Спорта хаклама пĕлменнинчен çеç — урăх сăлтав çук.

Предприятисен, учрежденисен, организацисен ертÿçисем спортпа туслă пулсан, çакăн пек пăтăрмах пулас çукчĕ. Физкультурăпа спорта ача-пăча вăййи çеç теççĕ пулас.

Пирĕн Президент Н.В.Федоров спорта аталантарас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнине эпир пĕлетпĕр, куратпăр. Экономикăна, культурăна аталантарса пынипе пĕрлех физкультурăпа спорт аталанăвĕ çине те çителĕклĕ тимлĕх уйăрасчĕ пирĕн. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăна ан юлтăрччĕ. Шухăшламалли пур.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика