АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интереслĕ пурнăç килĕшет

07 апреля 2010 г.

 

Алексей Емельянов — вĕренÿре çеç мар, обществăлла ĕçре, спортра хастарлăхпа палăракан маттур яш. Каччă умма лартнă тĕллевсене çăмăллăнах пурнăçлать. Йывăрлăхран хăрамасть вăл, çĕннине пĕлме ăнтăлать. Çавна май хăйĕн пĕлĕвне ÿстерес тесе нумай-нумай кĕнеке вулать, компьютерпа туслă. Çитĕнĕвĕсем те пур унăн. Тĕслĕхрен, вăл районти олимпиадăсенче çĕнтерсе, республикăра та тупăшнă. Спортри кăтартăвĕсемпе те мухтанмалăх пур. Алексей республикăри çамрăк армеецсен слетĕнче «Марш – бросок», «Туристическая полоса препятствий» конкурссенче , триатлон дистанцийĕнче 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ, дипломсене тивĕçнĕ. Ытти нумай-нумай Хисеп, Тав хучĕсемпе, дипломсемпе, сертификатсемпе те наградăланă каччăна. Вĕсене вăл портфолиора упрать. Вĕренÿри, спортри çитĕнÿсемшĕн кăçал Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ ЧР Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ. Унпа тĕплĕнрех паллашар-ха.

— Стипендиат пулнине кам пĕлтерчĕ? Вăл саншăн кĕтменлĕх пулчĕ-и?

— Документсене хатĕрлесе парсан, таçта шалта пĕчĕк шанăç пурччĕ. Пушă вăхăтра Интернета кĕрсе пăхкалаттăм, стипендиатсем паллă мар-ши тесе чылай интересленнĕ. Ырă хыпара анне пĕлтерчĕ, çемйипех савăнтăмăр. Ку — пысăк çитĕнÿ. Укçа-тенкĕ парса хавхалантарни те шкул ачишĕн пулăшу-çке. Хальлĕхе ăна пуçтарса пыратăп, çитес вăхăтра вăл хăй вырăнне тупатех.

— Анлă мероприятисене, конкурссене, олимпиадăсене тăтăшах хутшăнатăн, вăхăт мĕнле çитеретĕн?

— Пушă вăхăт çук тесен те юрать. Вĕренÿ çÿлĕнче те, каникулта та тĕрлĕ çĕре çитме тивет. Предметсен олимпиадисене хутшăнатăп. Раççей, республика шайĕнче иртекен конкурссем те маншăн ют мар. Кăмăл çеç пулмалла тата тĕплĕн хатĕрленни кирлĕ.

— Алексей, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсĕ шкулти чи хастар спортсменсенчен пĕри.

— Арçын ачан мĕн пĕчĕкренех спортпа туслашмалла тесе шутлатăп. Çакна çемьере атте яланах малти вырăна хунă. Волейболла, теннисла выляма, пăшалтан пеме, ишме, йĕлтĕрпе чупма юрататăп. Унпа пĕрлех туризм спорчĕ те чуна çывăх. Çак енĕпе республикăра чылай ăмăртăва хутшăннă, çĕнтерÿпе те таврăннă. Çулсеренех иртекен «Орленок», «Зарница» çар вăййисене те тĕплĕн хатĕрленетĕп. Унта шкул ачисене çирĕп тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ. Çаврăнăçулăха, ăсталăха, пĕлĕве, чăтăмлăха тĕрĕслеççĕ. Ăна, паллах, пурте чăтаймаççĕ. Çак вăйăсене чи çирĕпписем пуçтарăнаççĕ.

— Кĕçех шкулти вĕренÿ çулĕ хыçа юлĕ. Умра экзаменсем, професси суйласа илесси. Санăн мĕнле тĕллевсем?

— Чăнах та, вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. Тин çеç парта хушшине ларнăччĕ, халĕ ĕнтĕ эпĕ — выпускник. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытса, аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕресси — тĕп тĕллевсенчен пĕри. Экзаменсем шиклентереççĕ, анчах та тăрăшса вĕренни мана пулăшасса шанатăп.

— Паянхи хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм интернет технологийĕпе усă курнине мĕнле хаклатăн?

— Ачана компьютер умĕнчен ирĕксĕрлесе хăптарма çук. Енчен те ача пуçламăш классенчен унпа туслашсан уссинчен сиенĕ ытларах пулĕ. Интернетпа тĕллевлĕн усă курма пĕлни çав тери лайăх. Вăл кулленхи пурнăçра, вĕренÿре чылай пулăшать.

— Тантăшусене мĕн суннă пулăттăн?

— Кашниех çут тĕнчене килсен икĕ парнене тивĕçет — пурнăçа тата вăхăта. Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ те питĕ анлă. Темшĕн, эпир çĕр çинче пурăнакансем, унпа тĕллевлĕ усă курма пĕлместпĕр. Пур япалана та вăхăтра пурнăçламастпăр, паянхи кунпа туллин усă курмастпăр. Кашнинех вара пурнăçра хăйĕн вырăнне тупмалла.Тĕслĕхрен, юратнă ĕçре вăй хуни хавхалантарать, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллев çуратать.

— Чун киленĕçĕ пур-и санăн?

— Пушă вăхăт тупăнсанах алла гитара тытатăп. Çĕнĕ кĕвĕсем вĕренетĕп, юрлатăп. Концертсене те хутшăнатăп.

— Çынра мĕн хаклатăн?

— Чи малтанах уçă кăмăллă пулнине, тÿррĕн каланине кăмăллатăп. Кашни çын тĕрлĕрен пулать, паллах. Пĕтĕмпех пĕлме çук. Хăш-пĕр çын çĕннине пĕлме тăрăшманнинчен тĕлĕнетĕп. Ун пеккисем те пур. Кичем пурăнаççĕ вĕсем. Пултарулăха вара аталантармалла, йĕри-тавра интересли темĕн чухлех. Çамрăк чухне ытларах кăсăкланмалла. Нумай хаçат-журнал, кĕнеке вуламалла. Конкурссене, олимпиадăсене хутшăнни те мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх парать. Тус-тантăшсем тупатăн, калаçатăн. Мана ытларах çапла пурăнма килĕшет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика