07 апреля 2010 г.
Чунри чи ăшă сăмахпала
Чунтан-вартан ырă сунса,
Чи çутă çепĕç туйăмпала
Калассăм килет сире савса:
Учительсем, эсир мухтавлă!
Учительсем, эсир сăваплă!
Учительсем, эсир хисеплĕ!
Ырă ята эсир тивĕçлĕ.
Мĕн пĕчĕкрен пире вĕрентнĕ
Вулама, çырма та шутлама.
«Ваттисене хисеплĕр»,— тенĕ,
– Юрамасть нихçан та пуç усма.
Тавтапуç, ăс панăшăн, сире,
Ыр сунса вĕрентнĕшĕн пире.
Пирĕн пурнăç халĕ малалла,
Çĕршыва юрăхлă пулмалла.
«Çын ĕçре пиçет» тесе ваттисем ахальтен каламаççĕ. Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç пур-ши тата? Çук та пулĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă çын ÿссе çитĕнсен те маттур пулать. Çавăнпа та çамрăклах пулас профессине суйласа илме тăрăшмалла.
Манăн, тĕслĕхрен, пĕчĕк чухне питĕ вĕрентекен пулас килетчĕ. Вĕсен ĕçĕ ытла та пархатарлă пек туйăнать. Кашни ачан ăс-тăн ÿсĕмĕнчи, тавракурăм аталанăвĕнче, пултарулăхпа ăсталăх туптавĕнче вĕрентекенĕн тÿпи пысăк. Пĕчĕкрен вулама-çырма пĕлменскертен пулас инженер е тухтăр, пуçлăх е ăсчах çитĕнтересси çăмăл мар. Чăнах та, вĕсем пирĕншĕн чунне пама хатĕр. Вĕрентекен çĕр çинчи чи пултаруллă, чи ăслă, чи хисеплĕ çын пек туйăнать. Ман шутпа, ачана амăшĕ мĕнле юратать, учитель те çавăн пекех вĕренекене ыррине çеç сунать. Учитель пурне те асăрхать, йăнăш тусан — тĕрĕс çул çине тăратать, ăнланмасан пулăшать.
Мĕнле хисеплемĕн-ха вĕрентекене? Вăл кашни ачан пурнăçĕпе, савăнăç-хуйхипе, терт-нушипе пурăнать.
Галина Петровна Краснова — учитель ĕçне чунтан парăннă çынсенчен пĕри. Вăл пире, пĕчĕкскерсене, пĕрремĕш класа кĕтсе илсе, парттăсем хушшине лартса çырма, вулама вĕрентнĕ. Чăваш ташши ташлама, юрлама хăнăхтарни те халĕ те куç умĕнче. Вĕрентекен кашниншĕн чунне пама хатĕр. Мĕн чухлĕ ачана вĕрентсе кăларнă вăл. Унăн вĕренекенĕсем паян строительсем, тухтăрсем, учительсем... Ачасене пĕлÿ панипе пĕрлех учитель хăйĕн ăсталăхне, опытне ÿстерет. Тĕрлĕ конкурссене, мероприятисене хутшăнма вăхăт тупать. Вăл «Самый классный классный» конкурс призерĕ те пулнăччĕ. Уроксене хăйне евĕрлĕ, ачасен кăмăлне тивĕçтермелле йĕркелет.
Пĕрремĕш вĕрентекене чунтан хисеплетĕп, тав тăватăп.
«Вĕрентекен пур чух вĕренсе юл»,— тенĕ ваттисем. Юратнă учитель çине пăхатăп та пулас ĕçĕм çинчен шухăша путатăп. Тен, эпĕ те унăн çулĕпех кайăп.
Источник: "Каçал Ен"