07 апреля 2010 г.
«Вăрçă... Çав тери хăрушă сăмах. Пилĕк сас палли çеç. Анчах çак пилĕк сас паллипе 1418 кун танлашрĕç».
Çапла пуçларĕ асанне хăйĕн сăмахне. Çурхи ăшă каç. Яланхи пекех, канмалли кунсенче, хĕвел аннă вăхăтра, эпир çемьепе пухăнса шăкăл-шăкăл калаçатпăр. Тен, çак калаçăва асанне пуçламĕччĕ те, анчах çитес вăхăтра — çу уйăхĕн тăххăрмĕшĕ — Çĕнтерÿ кунĕ. Асаннешĕн çеç мар, пĕтĕм çĕршывшăн — уяв. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пирĕн халăх çĕнтерÿ ялавне хăйĕн аллине илнĕренпе çур ĕмĕр ытла иртрĕ.
Асанне аллине кивĕ сăн ÿкерчĕк илчĕ (хĕррисем унăн сарăхса çурăлнăччĕ). Эпĕ, питĕ пĕлес килнĕрен-ши, асанне çумне пырса лартăм. Сăн ÿкерчĕк çинче — манăн асаннепе илемлĕ офицер.
— Ку санăн аслаçу,— терĕ ватă хĕрарăм. — Ăна вăрçă пĕтерчĕ, фашистсем...
Чăтаймарĕ асанне, пит çăмартисенчи пĕркеленчĕксем тăрăх куççуль юхса анчĕ. Эпĕ сăн ÿкерчĕк çине тепĕр хут тинкертĕм. Ман çине 22—24-ри çамрăксем пăхаççĕ. Телейлĕ вĕсем, сăнĕсенче кулă вылять, куçĕсенче юрату çиçет.
— Ун чух пире мĕн кĕтессине пĕлмен эпир. Пĕтĕм тĕнче пирĕн алăра пек туйăнатчĕ. Пĕрлешнĕренпе икĕ çул иртсен вăрçă пуçланчĕ. Фашистсем пирĕн çĕршыв çине хаяррăн тапăнчĕç. Алюш (ман асатте) ун чухне офицер — вăрçăн иккĕмĕш куннех фронта тухса кайрĕ. Эпĕ вара çулталăк ытларах ывăлăмпа тата кăкăр ачипе, хĕрĕмпе, тăрса юлтăм. Çапах алла усмарăм: ыттисемпе пĕр-лех мĕн пултарнă таран çĕршыва, фронта пулăшма тăрăшрăм. Пирĕн ялтан çичĕ çухрăмра патронсем туса кăларакан завод пурччĕ. Ниме пăхмасăр çавăнта утрăм, станок умне тăтăм, иртен пуçласа сĕм каçчен ĕçлерĕм. Çавăн чух ачана сыхласа хăвараймарăм, çулталăк та çукчĕ — çĕре кĕчĕ... Мĕн тăвăн ĕнтĕ...
Алюш çырусем çыратчĕ. Унăн сăмахĕсем мана пĕр енчен шиклентеретчĕç: вĕсене вуланă чух хама та вăрçă хирĕнчи пек туяттăм. Тепĕр енчен вара — савăнтаратчĕç: Алюш сывă, вăл пурăнать. Çапла вăл Берлина çитиех талпăнчĕ. Анчах...
Çав кун иртенпе çумăр çурĕ, чашлаттарчĕ çеç. Çут çанталăк темскер пĕлтересшĕн пек туйăнатчĕ, чĕре тухса тарасла тапатчĕ. Заводран питĕ кая юлса таврăнтăм. Ывăлăм çывăрма выртман иккен, мана кĕтме тухнă, аллинче — çыру. Алюшран икĕ уйăх çыру килменччĕ. Акă халь вăл ман аллăмра. Анчах конверт çине палламан алă çырнă. «Сирĕн упăшкăр... йывăр çапăçура пуçне хунă». Çук, пулма пултараймасть. Тăватă çул вăрçă çулăмĕнче тăнăçлăхшăн кĕрешнĕ çын вилмест, пулмасть ун пекки.
Кĕтрĕм. Çу вĕçĕнче паттăр салтаксем килĕсене таврăнчĕç. Анчах вĕсен хушшинче манăн Алюш пулмарĕ... Ячĕ юлчĕ...
Асанне мана ыталарĕ, вĕри куççулĕсем пит çăмартисене пĕçертсе илчĕç.
Каярахпа нумай вăхăт çывăрса каяймарăм. Маттур çав ман асанне. Вăл малаллах талпăн-нă, ывăлне ура çине тăратнă. Халĕ вара мăнукĕсемпе киленет. Çапах та вăрçă пулман пулсассăн пĕтĕмпех урăхла пулмаллаччĕ, шăпа урăх çулпа илсе кайĕччĕ.
Источник: "Каçал Ен"