АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ

07 апреля 2010 г.

 

Кăçалхи октябрĕн 14—25-мĕшĕсенче Раççейре, республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та халăх çыравĕ иртет. Ăна хатĕрленесси мĕнле пулса пырать-ха? Çакă тата ытти ыйтусемпе халăх çыравĕ енĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăйпа Н.А.Белковпа калаçрăмăр.

— Николай Александрович, халăх çыравĕ — çĕршывшăн та, районшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Çавăнпа та ăна чылай малтанах хатĕрленме пуçланă пулĕ?

— Паллах. Яваплă мероприяти-çке. Малтанах ятарлă комисси туса хунă. Унăн председателĕ — район пуçлăхĕн çумĕ Б.М.Каринкин. Организацилле план йĕркелерĕмĕр. Вăхăт иртнĕçемĕн, тĕрлĕ сăлтавсене кура унта улшăнусем те кĕртрĕмĕр. Çырав вăхăтĕнче районта 4 участок ĕçлĕ. Çавăн пекех инструкторсен 18 участокĕ пулĕ. 73 шутлав участокĕ туса хунă. Переписчиксем (çыравçăсем) 22 кун, инструкторсем 31 кун, перепиç участокĕн заведующийĕсем 60 кун ĕçлĕç.

— Вĕсем валли пÿлĕмсем кирлĕ пулĕ?

— Шăпах халĕ çав енĕпе ĕçлетпĕр. Сĕтел-пукан, телефон ыйтăвĕсене татса парасшăн. Тĕпрен илсен, перепиç участокĕсем ял поселенийĕсен администрацийĕсенчи пĕр-пĕр пÿлĕмре пулĕç.

— Çырав вăхăтĕнче ĕçлекенсене çирĕплетнĕ пулĕ?

— Кандидатсем хатĕр. Вĕсене яваплăх пирки асăрхаттарнă. Çырав умĕн татах та калаçусем ирттерĕпĕр, вĕрентÿ те пулĕ.

— Хальхи вăхăтра мĕнле ĕçсем пурнăçлатăр?

— Ялсенчи çурт номерĕсене, урамсен ячĕсене те пĕр хутчен тĕрĕсленĕччĕ-ха, халĕ тепĕр хут пăхса тухатпăр. Çынсемпе çырав пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантару ĕçĕсем тăватпăр, калаçусем ирттеретпĕр. Çакна палăртса хăварас килет. Юлашки çулсенче çĕнĕ çурт чылай çĕкленчĕ. Хуçасен вĕсем çинче çурт номерĕсем пулнипе пулманнине пăхмалла. Енчен те çук пулсан, ял поселенийĕн администрацине çитсе çакăн пирки пĕлтермелле. Çакă хăвăршăнах лайăх. Сирĕн адресăра хăвăрт тупма май парать.

— Çырав вăхăтĕнче бланксен виçĕ форми пулать теççĕ. Кун пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕлтерсех тăраççĕ. Çапах та тепĕр хут аса илтерни те пăсмасть пулĕ?

— Л формăллă листра харпăр хăй хуçалăхĕпе пурăнакан çынсем, çавăн пекех коллективлă кил хуçалăхĕнче пурăнакансем тата кил-çуртсăрсем пирки пухакан информацисене вырнаçтараççĕ. Ку хутăн ыйтăвĕсем ансат, вĕсем çыннăн пурнăçĕпе çыхăннă: арлăх, ÿсĕм, вĕренÿ, ĕç, çемье тата ытти те.

П формăллă çырав хутĕнчи 12 ыйту халăхăн пурнăç условийĕсен кăтартăвĕсемпе çыхăннă. РФ территорийĕнче пурăнакан ют çĕршыв çыннисенчен ыйтса пĕлни В формăлла листра çырăнать.

— Николай Александрович, теприсем хăйсем çинчен каласа парасшăнах мар. Вăрттăнлăх çиеле тухасран хăраççĕ пулĕ?

— Пĕрре те хăрама кирлĕ мар. Сиртен ыйтса пĕлнине ют çын пĕлеймĕ. Кун пирки çырава хутшăнакансене асăрхаттарнă.

– Енчен те кама та пулсан каласа парсан?

— Кун пек тĕслĕхсем пулсан саккунпа килĕшÿллĕн вĕсен явап тытма тивĕ. Ун пекки пулмастех тесе шутлатăп.

— Хăшĕ-пĕри çыравçăсене килне кĕртесшĕн мар.

— Кун пек чухне вĕсем вырăнти стационарлă участоксене пырса каласа пама пултараççĕ.

— Паянхи кун ялта пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри нумай вăхăтлăха Мускава е ытти хуласемпе республикăсене ĕçлеме çÿреççĕ. Вĕсем пирки пĕлме кăткăс пулмĕ-и?

— Пулмасть тесех шутлатăп. Çыравçă вăл е ку киле кĕрсен çемье членĕсем пирки каласа çыртараççех ĕнтĕ. Вĕсем пирки пĕлеççех.

— Çыравăн тĕллевĕ мĕнле-ши?

— Çĕршыври халăхăн социаллă-экономикăлла пурнăçне пĕлесси, халăх йышне палăртасси тата ытти те.

— Паянхи кун пирĕн районта миçе ял, миçе çын пурăнать?

— Ялсем 54. Çынсен шутне тĕп-тĕрĕс палăртма май та çук. Пĕрисем килеççĕ, теприсем каяççĕ. Çапах та калама пулать: 28 пин çынран кая мар.

— Николай Александрович, калаçушăн тавтапуç. Çырав ăнăçлă ирттĕрччĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика