07 апреля 2010 г.
Федераци налук службин республикăри управленийĕ ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствипе пĕрле ака — çу уйăхĕсенче 9—11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче налук тематикипе çырнă сочиненисен конкурсне ирттерет.
Çулсеренех йĕркелекен конкурса хутшăнакансем валли ку ху-ĕнче темиçе тема палăртнă: «Налуксем мĕн тума кирлĕ?», «Манăн мĕншĕн налук тÿлемелле?», «Тÿленĕ налук пирĕн пата мĕнле çаврăнса килет?», «Налук инспекторĕ — кам вăл? Тус е тăшман?». Кăçалхи уйрăмлăх — тупăшăва икĕ тапхăрпа йĕркелени: пĕрремĕшĕнче вырăнсенчи инспекцисенче чи лайăх сочиненисене финал валли суйласа илĕç, пĕтĕмлетÿ вара ФНС управленийĕнче пулать — финалистсен ретĕнче виçĕ çĕнтерÿçĕ палăртĕç.
Конкурса тăратакан ĕçсене хакламалли критерисем вара улшăнман: темăна туллин уçса памалла, жюри пултарулăха тĕпе хурĕ. Сочиненисене инспекцисенче ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Тупăшăва çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç. Çĕнтерÿçĕсене яланхи пекех дипломсемпе тата хаклă парнесемпе хавхалантарма пăхнă.
Источник: "Каçал Ен"