07 апреля 2010 г.
Пурнăçра çирĕп сывлăхлă пулни — чи кирли. Вăл хамăртанах килет. Куллен сывă пурнăç йĕркипе пурăнмалла. Ĕçкĕпе иртĕхни, пирус туртни, тĕрĕс апатланманни чир патне илсе çитерет те. Нумай çын çак усал йăласене пулах тĕрлĕ чирпе аптăрать. Эрех ĕçни пĕвере сиенлет, пирус туртни шалти чылай органа хавшатать. Тĕрĕс мар апатланнине пула çынсем ÿт хушаççĕ, вĕсем чĕре чирĕпе, юн пусăмĕ ÿснипе аптăраççĕ. Хамăр сывлăхшăн хамăрах яваплă-çке.
Акă, сывлăхшăн усăллă пултăр тесе районта «Зоны движения для здоровья» ярмарка старт илчĕ. Çак вăхăтра çынсем хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ. Тĕрлĕ предприятипе организацисенче паха продукцисен выставкисем иртрĕç. «Хлебозавод», «Кооператор» ПК, «Кĕтне» кафере вĕсемпе туллин паллашма пултарчĕç. Унта хатĕрлекен продукци пирĕн сывлăхшăн уйрăмах усăллă.
Источник: "Каçал Ен"