07 апреля 2010 г.
Апрелĕн 2-мĕшĕнче район администрацийĕн санитарипе эпидемиологи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче пĕртен-пĕр ыйту пулчĕ — уртаракан чиртен асăрханас тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсем тăвасси.
Иртнĕ çул Чăваш Енре уртаракан чире 43 хут регистрациленĕ. Вĕсенчен 26-шĕ — тилĕсем, мăйракаллă шултра выльăх – 9 пуç, 4-шар йытăпа кушак тата сурăх чирленине палăртнă. Телее, асăннă чир 2009 çулта пирĕн тăрăха лекмен. Çапах çакă тимлĕхе çухатмаллине пĕлтермест, мĕншĕн тесен ял урамĕсенче, пахча хыçĕсенче хуçасăр, çапкаланчăк йытăсем чылай тĕл пулатăн. Этемшĕн яланах тус шутланнă 4 ураллă çак чĕрчун. Анчах юлашки вăхăтра вĕсем тивĕçсĕр ĕрчесе кайса çынсене инкек кÿме пуçларĕç: тапăнаççĕ, çыртаççĕ. Акă, пĕлтĕр Комсомольски районĕнчи ялсенче 76 çын йытă çыртнипе медицина пулăшăвĕ ыйтма больницăна пынă. Комсомольски (31), Урмаел (11), Алексан-дровка (8) тата Тукай (7) ял поселенийĕсенче çакнашкал тĕслĕхсем ытларах пулнă . Çакă килти чĕрчунсене — йытăсемпе кушаксене усрамалли правилăсене пурте пăхăнманнине пĕлтерет. Районта çапкаланчăк чĕрчунсемпе кĕрешекен бригада пур, 2009 çулта 271 анчăка тата 14 тилле персе вĕлернĕ.
Çапкаланса çÿрекен йытăсен шутне чакарас тесе мĕнле ĕçсем туни çинчен Хирти Сĕнтĕр, Тукай, Комсомольски ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем Г.Ефремов, П.Муллин тата П.Силивестров каласа пачĕç. Вĕсен сăмахĕсем тăрăх, сăнчăрти йытăсене ветеринарсем çулсеренех вакцинăлаççĕ, çапкаланса çÿрекеннисене сунарçăсем тĕп тума пулăшаççĕ. Анчах тепĕр чухне хуçисем килти чĕрчунсене урама кăларса яраççĕ. Кун пек хуçасене сăмахпа асăрхаттараççĕ, протокол çырса штрафлани пулман. «Пĕри-пĕри штраф тÿлесен теприсем хăйсен йыттисене хăвăртах сăнчăра лартĕччĕç. Административлă комиссире пăхса тухса явап тыттарма пуçламасăр эпир ку пулăмран ниепле те хăтăлаймăпăр»,— терĕ комисси председателĕ Георгий Киргизов.
Районти тĕп больницăн травматологĕ Рафик Зайнуллин уртаракан чир паллисем пирки чарăнса тăчĕ. Ветстанци тĕп врачĕ Рустем Велимухаметов çынна çыртнă йытта, вăл чирлĕ е чирлĕ маррине палăртма, сăнаса тăмаллине каларĕ.
Лару ĕçне санитарипе эпидемиологи комиссийĕн председателĕ Г.М.Киргизов, Роспотребнадзорăн Патăрьел районĕнчи территориллĕ уйрăмĕн тĕп врачĕ С.Е.Петрянкина пĕтĕмлетрĕç, асăннă ыйтăва пĕр самантлăха та манмалла маррине аса илтерчĕç.
Источник: "Каçал Ен"