АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕслĕхлĕ çемье ыттисемшĕн те тĕслĕх

03 апреля 2010 г.

 

Хирти Выçли ялĕ пысăк мар. Кунта ĕçшĕн çунакан хастар çынсем пурăнни куç кĕретех. Акă, Черновсен картишне кĕрсенех тирпейлĕх кăмăла çĕклет. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ вĕсем. Килĕнчи хăтлă та таса пÿлĕмсене, сад тулли пахча-çимĕçе, куçа шартаракан илемлĕ çеçкисене курсан хăш вăхăтра ĕлкĕрет-ши вашават та маттур хĕрарăм тесе тĕлĕнетĕп. Ĕçлемесен çакă пулмасть.

Эльвира Алексеевнăпа Валерий Александрович Хирти Выçлире çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн хĕр Шупашкарти пединститута вĕренме кĕрет, унта психолог специальноçне алла илет. 1997 çулта Комсомольскинчи медицинăпа социаллă экспертиза бюровĕнче ĕçлеме пикенет, паянхи кун та çакăнтах тăрăшать. Кил хуçи те тĕп хуламăрти ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ вăл районти газ участокĕнче ĕçлет. Черновсен икĕ ача — хĕрпе ывăл ÿсет. Вĕсем пултаруллă та сывă çитĕнччĕр тесе нумай тăрăшать сăпайлă мăшăр. Ярославпа Ульяна мĕнле вĕреннипе кăсăкланса шкула тата садике килсе çÿреççĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсене тăтăшах хутшăнаççĕ Черновсем. Педагогсене воспитани енĕпе (кил хуçи хĕрарăмĕ психолог пулнă май) сĕнÿсем те пама ÿркенмеççĕ. Çавăн пекех вĕсем тĕрлĕрен мероприятисене хутшăнса спонсорла пулăшу та параççĕ.

Килĕштерсе пурăнакан мăшăр ытти çемьесемшĕн те яланах ырă тĕслĕх.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика