АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăпсăр айăпланă, Улатăрта персе вĕлернĕ

03 апреля 2010 г.

 

Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, Улатăр хулинче халĕ вырнаçнă «Электроприбор» завод вырăнĕнче 1937—1938 çулсенче репрессине лекнĕ çынсене персе вĕлернĕ. 2009 çулта Епархи комиссийĕн пуçарăвĕпе вилнисен шăмми-шаккисене чавса кăларнă. 120 çынтан пирĕн районтан та пур. Çĕнĕ Шăхран ялĕнчи Виктор Никифорович Никифорова 1937 çулхи августăн 23-мĕшĕнче, Нĕркеç ялĕнчи Павел Антипович Антипова, Гаврил Гаврилович Грачева, Петр Федорович Морозова, Пантелеймон Феофанович Таллерова, Янкассинчи Александр Григорьева, Кĕçĕн Каçалти Кирилл Николаевич Краснова, Хырай Ĕнел ялĕнчи Григорий Егорович Мурнаева, Михаил Иванович Шишкина вĕлернĕ.

Çав çулхи ноябрĕн 4-мĕ-шĕнче Урмаелĕнче çуралнă Насретдин Гайнетдинович Акышевăн, Хайретдин Гималеев, Сабир Хасянов, Ямалетдин Ямалетдинов, Шайдулла Хисамов (ашшĕ ячĕсем паллă мар). Нĕркеçри Алексей Антипович Антиповăн, Хирти Ĕнелти Гаврил Никитич Голланцевăн, Григорий Дмитриевич Беловăн, Петр Ефимович Сорокинăн, Кĕçĕн Каçалти Степан Иванович Храмовăн, Михаил Яковлевич Черновăн, Хирти Сĕнтĕрти Евдоким Григорьевич Ченакинăн, Кирилл Сергеевич Ченакинăн пурнăçĕсем вăхăтсăр татăлнă. Урмаелĕнче çуралнă Насертдин Хисамутдинович Султанов та 1938 çулта çут тĕнчерен уйрăлнă. Айăпсăр айăпласа вĕсене çамрăклах çĕр айне чиксе хунă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика