03 апреля 2010 г.
Туберкулез – хăрушă чирсенчен пĕри. Çак чирĕн микробактерийĕсем лекнипе организм хавшать. Чи малтан ÿпкене сиенлет вăл. Çав вăхăтрах ытти органсене те сиенлеме пултарать.
Туберкулеза аталанма мĕн пулăшать-ха? Кирлĕ пек тата тĕрĕс мар апатланни, йăлари япăх условисем, стрессем, пирус туртни, ВИЧ (СПИД) инфекципе, алкоголизмпа, наркоманипе, токсикоманипе, вăраха кайнă чирсемпе (ÿпке, сахăр диабечĕпе, язва) чирлени.
Чир мĕнле ерет-ха? Ытларах чухне ăна ÿпке туберкулезĕпе чирлекенсем сараççĕ. Ÿсĕрнĕ, сунаслă, калаçнă чухне чирлĕ çын сурчăкĕпе пĕрле чир микробĕсем те тухаççĕ. Сывă çын çак сывлăшпа сывласа туберкулезпа аптрама пултарать. Çапла вара чирлĕ çын çемье, юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем умне те хăрушлăх кăларса тăратать.
Туберкулезпа чирлесрен сыхланас тесен яланах хăвăрăн сывлăх çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Енчен те çын ÿсĕрет пулсан, ăна туберкулезпа чирлĕ теме пулать. Çавăнпа та сирĕн тăван, пĕлĕш е пĕрле ĕçлекен юлташăр чылай вăхăт тăтăшах ÿсĕрет пулсан, ăна пусахласах хăйĕн сывлăхне больницăра тĕрĕслеттерме хушăр.
Тусанлă, уçăлтарман пÿлĕмре туберкулез бактерийĕсене аталанма аван. Çавăнпа та профилактика тĕллевĕпе пÿлĕме тăтăшах уçăлтармалла.
Туберкулез хăйне мĕнле палăртать-ха? Çын 3 эрне хушши е ытларах та ÿсĕрет. Вăл начарланать, тăтăшах температура ÿсет, каçхине тарлать. Хăйне япăх туять, вăй пĕтет, кăкăр тĕлĕнче хытах ыратать. Апат анмасть, çын юнлă сурать. Асăннă паллăсене асăрхасан пĕр тăхтамасăр больницăна кайăр. Çак усалтан сывалма пулать. Малтанах врач сĕннĕ пек сипленмелле. Сиплев курсĕ 6 уйăха е ытларах та тăсăлать. Врач çырса панă мĕн пур препаратпа усă курмалла. Сиплев курсне пуçлатăр пулсан, ăна вĕçне çитичченех ан татăр. Кирлĕ пек сипленменни чир бактерийĕсене çак эмеле хăнăхма пулăшать. Çакăн хыççăн чиртен хăтăлма питĕ йывăр е вăл сире сăнчăрласах лартать.
Çын туберкулезпа чирлине пĕлес тесен пациентăн çăра сурчăк пухмалла. Çак процеса тĕрĕс йĕркелемелле. Малтанах çăвара чÿхемелле. Çакă çăвар ăшчиккинчи хăш-пĕр микрофлорăпа апат юлашкийĕсенчен хăтăлма пулăшть.
Ун хыççăн пациентăн тарăннăн сывласа илмелле, темиçе çеккунт сывламасăр тăмалла, вара майĕпен сывлăша сывласа кăлармалла. Çак упражнение тепĕр хут тумалла. Виççĕмĕш хут сывласа илмелле те сывлăша вăйпах сывласа кăлармалла. Вара кирлĕ пек çăра сурчăк кăлармалла.
Сывă çынсен туберкулезпа чирлес мар тесен гигиенăна çирĕп пăхăнмалла, тĕрĕс апатланмалла. Тухтăр патĕнче вăхăтра тĕрĕсленни те чиртен сыхланма май парать. Сирĕн сывлăхăр — хăвăр аллăрта. Туберкулез чирне сарăлма парас мар тесе, унпа кĕрешес тĕллевпе республикăра «Белая ромашка» акци иртет.
Источник: "Каçал Ен"