АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта пулсан та ырă ят хăварнă

03 апреля 2010 г.

Петр Павлович Алексеев Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл нимĕç фашисчĕсене мĕн тĕп тăвичченех юнлă вăрçă хирĕнче отделени командирĕ пулса çапăçнă, нумай медальпе орденсене тивĕçнĕ, Верховнăй Главнокомандующин Тав хучĕсене илме тивĕç пулнă. Вăрçăран таврăнсан колхозри яваплă вырăнсенче ĕçленĕ, унтан районти «Союзпичет» агентствин начальникĕнче, ял Совет председателĕнче вăй хунă. Пиртен уйрăлса кайиччен вăрçă ветеранĕ хăй мĕн курни-илтни çинчен çырса хăварма шутлатчĕ, анчах пĕтĕмпех ĕлкĕреймерĕ. Çавах саралнă хăш-пĕр хут листисем сыхланса юлнă. Юлашки çапăçусем çинчен çырнине хĕрĕ Светлана тупма пултарчĕ. Вĕсем çемье архивĕнче сыхланса юлнă. Халĕ Петр Алексеев ветеран çырса хăварнисене вулама кăмăл тăвăр.

1944 çул вĕçнелле эпир фашистла Германи пĕтессине уçăмлăнах пĕлеттĕмĕр ĕнтĕ. Малалла — хĕвеланăçнелле куçаттăмăр. Сентябрь уйăхĕн çурринче Нарев (Висла юппи) юханшывĕ хĕррине тухрăмăр. Ăшăх вырăн шыраса тупрăмăр, танксем çыранăн тепĕр енне каçрĕç. Эпир çирĕп плацдарм йышăнтăмăр. Унăн сарлакăшĕ 12, тарăнăшĕ 9 çухрăма яхăн. Пехота пиртен юлса пынипе танксем малалла каяймарĕç. Вара эпир, саперсем, танксене чавса лартрăмăр. Хушшисене, умне минăсем пытартăмăр. Оборона йышăнтăмăр. Çапăçусем пĕр кун та чарăнман. Фашистсем пире мĕнле пулин те хĕссе кăларасшăн пулчĕç, вут-çулăм тăкрĕç, бомбăсем пăрахрĕç. Çук, хăпăтаймарĕç вырăнтан, çĕмĕреймерĕç пирĕн оборонăна. Çак вырăнта эпир ноябрь уйăхĕччен тăтăмăр. Унтан çĕнĕ танксем парассине пĕлтерчĕç. Вĕсене илсен çав вырăнах пытăмăр. Минăсенчен тасатсан наступлени пуçланчĕ. Эпир, саперсем, танксем çинче ларса пыратпăр. Польша çĕршывĕн тĕп хулине Варшавăна илтĕмĕр. Питĕ хаяр çапăçусем пулчĕç унта, пин-пин салтак выртса юлчĕ хура çĕр çине. Варшавăшăн пынă çапăçусемшĕн, нумай-нумай мина лартнăшăн — кăларнăшăн мана «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăларĕç. Сталинăн Тав хутне пачĕç.

Германи çĕрне кĕрсен ял хыççăн ял, хула хыççăн хула пирĕн алла куçса пычĕ. Пĕр çурт хыçĕнчен пирĕн танка фауспатронпа персе çунтарса ячĕç. Вара эпир танксем умĕн автоматсемпе персе пыма тытăнтăмăр. Хуласене çавăн пек илетпĕр. Манăн отделенире 12 çынччĕ. Юлташăмăрсене «Çапăçура палăрнăшăн», «Паттăрлăхшăн» медальсемпе, мана «Хĕрлĕ çăлтăр» орденĕпе наградăларĕç. Танкистсем те наградăсене тивĕçрĕç. Медальсемпе орденсене бригада командирĕ пачĕ. Тепĕр куннех эпир хамăр корпуса таврăнтăмăр. Пире танкистсене пулăшма янăччĕ. Пирĕн корпуса Одер хĕррине илсе кайрĕç, çĕнĕ танксем илтĕмĕр, çамрăк салтаксем те килсе çитрĕç. Германие салатса тăкма тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр. Данциг хули патне çитрĕмĕр.

1945 çулхи мартăн 30-мĕ-шĕнче питĕ хаяр çапăçусем хыççăн Данциг хулине илтĕмĕр. Нимĕçсем пĕтĕм вăйне парса çапăçаççĕ. Çĕрпе пĕлĕт кĕрленĕ пек туйăнать. Хăйăрпа вак чула снарядсем вĕçтереççĕ, çуртсем ишĕлеççĕ. Тин çеç нимĕçсен хитре çурчĕ вырăнне кирпĕч купи тăрса юлчĕ. Çурт айĕнче дзот вырнаçнă. Пулемет çулăм тăкатчĕ. Нумай салтакăн пурнăçне татрĕ. Маттур артиллеристсем тĕп турĕç ăна. Хулана илнĕ хыççăн пирĕн полк Висла юханшывĕ патне çитрĕ. Штеттин хули çывăхне тухрăмăр. Çак хула çывăхĕнче Одер урлă понтонсемпе, паромпа каçрăмăр. Пĕтĕм техника юханшыв хĕрринче юлчĕ. Эпир вара, 35 çынран тăракан взвод, Одерăн сулахай енче плацдарм йышăнтăмăр. Çырана çирĕплетнĕ вырăнсене танксем валли тасататпăр. Ку ĕçсене пĕтĕмпех çĕрле тăватпăр, кăнтăрла вара путвалсене пытанатпăр, кăштах канатпăр. Эрнене яхăн юханшыв çыранне минăсенчен тасатрăмăр. Çав вăхăтрах нимĕçсем тапăнасран та сыхă тăратпăр. Ку вырăнта вĕсем пире питех кĕтмен пулмалла. Вăйлах тапăнса килмерĕç. Вăрçă вĕçленессине те сиснĕ ĕнтĕ. Никамăн та ахаль вилсе выртас килмест.

Хамăра хушнă вырăна минăсенчен тасатса пĕтерсен пирĕн корпус наступленине кайрĕ. 2—3 кун çапăçнă хыççăн Балти тинĕсĕ хĕррине тухрăмăр. Майăн 5-мĕшĕнче Германин Росток хули хĕррине çитрĕмĕр. Танкистсем люксене уçса пыратчĕç. Çанталăк лăпкă, уçă. Çуркунне çитнĕ. Сасартăк нимĕçсем пеме тытăнчĕç, темиçе танкиста вĕлерчĕç, броня çинче ларса пыракан пехотăн та çухатусем пулчĕç. Хаярланса кайнă тан-кистсем те вут-çулăм тăкма тытăнчĕç. Каç пулнă çĕре хулана вут хыпса илчĕ. Хула хĕрринчи поселока çĕрпе танлаштартăмăр. Малтанах ăна тĕрĕс-тĕкел хăварасшăнччĕ. Вăрçăра эпир шутланă пек пулмасть çав. Ни-мĕçсене пула çавăн пек тума лекрĕ. Хулана совет танкĕсем, пехота пырса кĕчĕ. Росток пирĕн алла куçрĕ. Çав каçах Çурçĕрти ушкăн хăй капитуляци туни çинчен пĕлтерчĕ. Майăн 6-мĕшĕнче пĕр хуçан çирĕп именийĕнче канма чарăнтăмăр. Ун пек ял хуçалăх машинисене эпир курман та. Мана, ял ачине, сортировкăсем, сеялкăсем питĕ кăсăклантарчĕç. «Хăçан та пулин пирĕн те çакăн пек ял хуçалăх техники пулĕ-ха»,— тетпĕр эпир Белоруç каччипе.

Тепĕр кунне чирлесе тухтăр патне кайрăм. Вăл мана сар ÿкнĕ тесе госпитале ăсатрĕ. Çапла вара Çĕнтерÿ кунне унтах кĕтсе илме тиврĕ. Эпир вырнаçнă госпиталь икĕ хутлă çуртраччĕ. Çурçĕр иртсен инçех мар вырнаçнă аэродромри тупăсем пеме пуçларĕç. Эпир ăнланмарăмăр. Начальник комендатурăпа çыхăнчĕ, çĕнтерÿ пулнине пĕлтерчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика