АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси ыйтăвĕсемпе акци иртет

03 апреля 2010 г.

 

Чăваш Енте «Учись управлять будущей пенсией» республикăри вĕрентÿ акцийĕ пырать.

Акцие РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пуçарăвĕпе ирттереççĕ. Ăна вĕрентекен çулталăкне халалланă. Ун тĕллевĕ — халăха пулас пенси мĕнле пуçтарăннипе паллаштарасси, вĕрентесси, çĕнĕлĕхсем çинчен каласа парасси. Вĕрентÿ акцийĕ 2010 çул вĕçленичченех пырать, ятарлă плансен проекчĕсене хатĕрленĕ.

«Уçă урок» («Открытй урок») проектра тĕрлĕ шайра вĕренекенсене пулас пенси ÿстермелли майсемпе паллаштарĕç. Çак тĕллевпе право сехечĕсем йĕркелеççĕ, сочиненисем çыртараççĕ, ыйтăмсем тата ытти мероприятисем пулаççĕ.

«Производство практики» (Производственная практика») проект — ĕç паракансем тата ĕçлекенсем валли. Ăна пурнăçласа ĕç паракансемпе семинарсем ирттереççĕ. Предприяти-организацире тăрăшакансем практикумсем йĕркелеççĕ. Вĕсенче калаçу пенсие патшалăх софинансированин программипе хушма страховани взносĕсем хывас енĕпе калаçусем пулĕç. Пенси виçине ÿстерес текенсем валли пенси фончĕн управленийĕнче тата консультаци пунктĕнче уçă алăк кунĕсем пулĕç.

«Эстафета поколений» проектра пенсие патшалăх софинансированийĕн программипе килĕшÿллĕн ачасемшĕн тата мăнуксемшĕн страхованин хушма взносĕсене тÿлесси çинчен ыйтусем пăхса тухĕç. Взноссене ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, ачасене пăхса ÿстерекенсем тата ытти те хывма пултараççĕ. Патшалăх учрежденийĕсенчи тăлăх ачасемшĕн ыр кăмăллă çынсем (благотворители) взнос тÿлеме пултараççĕ.

Паянхи кун тĕлне республикăра пенсин патшалăх софинансировани программипе страхованин хушма взносне 17 тултарман 5 ачашăн тÿлеççĕ.

Ачасемшĕн хушма взнос хывас текенсен обязательнăй пенси страхованинче регистраци тумалла. Пенси фончĕ вĕсене пулăшма яланах хатĕр. Хальхи вăхăтра республикăра обязательнăй пенси фончĕн свидетельстви 14 çула çитмен 36 пин ачан пур. Тĕпрен илсен вĕсем — инвалидсене пăхса тăнăшăн пенси тата социаллă пенси илекенсем.

Пенсин патшалăх софинансированин программи ĕçе кĕнĕренпе пирĕн районта 483 заявлени панă, вĕсенчен 2010 çулта — 13 заявлени. 2009 çулта хушма страховани взносне 207 çын тÿленĕ.

Пенсин патшалăх софинансированине ытларах 40—60 çулхисем (52 процент) хутшăнаççĕ. Программăра чи ватти 95 çулта, чи çамрăкки 5 çулта. Тĕпрен илсен — хĕрарăмсем (65 процент). Программăна хутшăнакансенчен 60 проценчĕ взноса банксем урлă, 40 проценчĕ хăйсем ĕçлекен вырăнти бухгалтери урлă куçараççĕ. Патшалăх софинансированине илме программăна хутшăнаканăн çулталăкне 2000 тенкĕрен пуçласа 12000 тенкĕ таран хывмалла. Кун пек чухне патшалăх вăл укçа-тенке икĕ хут ÿстерет.

Шăпах çакă тата ытти ыйтусене халăха тĕплĕнрех ăнлантарас, вĕсен умне уçăмлăх кăларса тăратас тесе йĕркеленĕ те ĕнтĕ «Учись управлять будущей пенсией» акцие. Вăл пĕтĕм çынсемшĕн усăллă тесе калама пулать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика