АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пакунлă ĕçченсем черетлĕ рейдра

03 апреля 2010 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕнчи ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсемпе суд приставĕсем тăтăшах рейд йĕркелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

Акă, иртнĕ кунсенче те вĕсем парăмçăсенчен укçа-тенкĕ шыраса илес тĕллевпе пĕрлехи рейд ирттерчĕç. Унта федераллă службăн районти уйрăмĕн суд приставĕ Марина Павлова, ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ Сергей Абржин тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Рейд вăхăтĕнче пакунлă çынсем 13 исполнительлĕ производствăпа 7 пин тенке яхăн укçа шыраса илсе бюджета хыврĕç. Çак кун районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем водительсене штраф суммине вăхăтра тÿлеменнишĕн те Административлă Кодексăн 20.25 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн 4 йышăну-квитанци çырса пачĕç.

«Парăма вăхăтра тÿленинчен ырри çук»,— тет Марина Павлова суд приставĕ, черетлĕ рейда хатĕрленсе.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика