03 апреля 2010 г.
Тăван çĕршывăн Аслă врăçнисе çĕнтернĕренпе 65 çул çитнĕ тĕле пирĕн тăрăхри ветерансем шутлă кăна юлчĕç. Вĕсенчен пĕри — Р П. Моисеев.
Ăçта ĕçлесен те ырă ят кăна хăварнă вăл. Унăн кăкăрне Отечественнăй вăрçă орденĕ, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «1941—1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн», «1941—1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» тата ытти нумай-нумай медальпе паллăсем илемлетеççĕ. Хисеп грамотисен шучĕ те çук.
Ревокат Прохорович — Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ те.
Ветеран март уйăхĕнче ЧР Президенчĕ Н.Федоровпа РФ Президенчĕн федераци Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕпе Г.Рапота «1941—1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 65 çул» юбилей медалĕсене панă савăнăçлă ларăва та хутшăнма тивĕç пулнă.
Ревокат Прохорович çут тĕнчене 1922 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче Шупашкар районĕнче килнĕ. Ашшĕ, Прохор Петрович, ывăлне ялта çук ят хурас тенĕ. Шел пулин те, хăй йывăр чире пула, Ревокат 6-ра чухне, çĕре кĕнĕ. «Аттерен пĕчĕкле юлнипе ун çинчен сахал пĕлетĕп,— аса илÿ çăмхине пуçларĕ ветеран. — Ас тăватăп-ха, эпĕ пиллĕк тултарсан, атте ман валли çуралнă куна çитсă кĕпе илсе килнĕччĕ. Унран маларах тĕртнĕ кĕпе кăна тăхăннă... «Ăс кĕртсе» атте чĕн пиçиххипе «вĕрентни» те куç умĕнчех. Кÿршĕ ачипе чикарккă туртма шутларăмăр. Вучахри кĕле хаçатпа чĕркетпĕр те çулăм тивертетпĕр. Çав самантра — сисмен те — киле атте килчĕ. Эпир мĕн хăтланнине курсан самай лектерчĕ. Атте чĕн пиçиххипе «хăналанине» асра тытсах, тен, чĕлĕм туртман».
Вăл вăхăтри ачасен савăнăçĕ урамра пулнă. Хĕллехи кунсенче тăвайккинчен киле те кĕмен. Çулла вара ĕне çитерме, лашана выртмана илсе çÿренĕ. Ашшĕн шăллĕ, Иван пиччĕшĕ, Шупашкарта почтăра ĕçленĕскер, Ревокат валли час-часах тĕрлĕрен хаçат-журналсем илсе килсе панă. Пĕлÿ патне ăнтăлнă çамрăк шкула çÿричченех сас паллисем палланă, кăштах вулама та пĕлнĕ.
«Шкулта лайăх вĕреннĕ. Манăн çыру ĕçĕсене Иван Игнатьевич учитель час-часах мухтатчĕ. Чăвашла çырнисене «питĕ аван» тесе хаклатчĕ, вырăсли çине «весьма хорошо» тесе паллă тăватчĕ. Хучĕсем питĕ начарччĕ те, çырăвĕ вараланчăкрах пулатчĕ. Уншăн ятласах кайман. Тепĕр шкула куçсан, пиллĕкмĕш класра вĕреннĕскер, йăнăшсем пулмасан та вараланчăкшăн Манефа Прокопьевна вĕрентекен пĕрремĕш чĕрĕкшĕн «неуд» кăларса пачĕ. Кÿрентĕм. Мĕн тăвăн, юсанма тиврĕ»,— аса илчĕ шкулти пурнăçа Ревокат Прохорович.
Каярахпа вара çамрăк «лайăх» тата «питĕ лайăх» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă. Уйрăмах вăл чăваш чĕлхи тата литература предмечĕсене кăмăлланă. Вĕреннĕ хушăрах обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Редколлегире пулнă май, шкул хаçачĕ валли тĕрлĕрен статья çырса хатĕрленĕ. Пĕрремĕш хут «Пионер сасси» хаçата «Кроликсене шефа илтĕмĕр» заметка ярса панă. Пичетлесе кăларсан мĕн чухлĕ савăнăç пулнă пионерăн. Каярахпа çак хаçата шкул пурнăçне çутатса парас тĕллевпе те çырусем çырнă.
Хыркасси шкулĕнче 7 класс пĕтернĕ хыççăн Канашри финанс техникумне вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕ. Унта кĕрейменнипе Ишлейри вăтам шкула 8-мĕш класа кайнă. Анчах та уйăх çурăран пăрахма тивнĕ: аппăшĕ вĕренÿшĕн укçа тÿлейменнине пĕлтернĕ. Вăл вăхăтра амăшĕ те çĕре кĕнĕ. Çывăх тăванĕсенчен аппăшĕпе йăмăкĕ кăна пулнă...
Çамрăк каччă колхозра ĕçленĕ. Хире лашапа тислĕк турттарнă, кĕл пуçтарса çÿренĕ. Аппăшĕ Мария ăна ялан вĕренмелли пирки каланă. Вăлах, колхоз председателĕпе калаçнă хыççăн, Ревоката колхоз шучĕпе счетовода тÿлевсĕр вĕренме янă. Темиçе уйăх тăрăшса вĕреннĕ хыççăн «колхоз бухгалтерĕ» дипломне алла илет.
Р.Моисеев 1941 çулхи май уйăхĕнче тĕп хуламăрти Чапаев поселокĕнче çăкăр заводне вырнаçать, бухгалтерта ĕçлеме пикенет.
ХĔСМЕТ ВĂРÇĂПА ПĔР ПУЛНĂ
Ревокат Прохоровичшăн салтак служби вăрçа хатĕрленнипе пуçланнă. Чи малтанах вăл Шупашкарта Мускав çар округĕн саппасри 1-мĕш çыхăну полкĕнче служба пуçланă. Вĕренÿ батальонĕнче вĕсене кĕçĕн командир пулма хатĕрленĕ.
«1942 çулта февраль уйăхĕнче вĕренсе пĕтернĕччĕ ĕнтĕ. Экзамен тытса çар званине илмелли кăна юлнăччĕ. Кĕске вăхăтрах 324-мĕш стрелоксен дивизине ăсатрĕç. Юлташсем унта «Боевой листок» кăларса тăма шанчĕç»,— аса илчĕ Р.Моисеев.
Вăрçăри юлашки çапăçусем уншăн Курск пĕккинче иртнĕ. Будские Выселкишĕн çапăçу пынă вăхăтра Ревокат Прохорович йывăр аманнă. «Мĕн вăхăт тăна кĕмен — пĕлместĕп. Манăн пуçа та, алла та бинтсемпе чĕркесе пĕтернĕ. Ытти аманнисемпе пĕрле хирти госпитале ăсатрĕç. Юлташсем çапла ăс пачĕç: госпитальте тăнна çухатни пирки ан пĕлтер, унсăрăн тыла ăсатаççĕ. Манăн фашиста малалла хăвалас килетчĕ. Медицина ĕçченĕсем çав-çавах тыла ăсатрĕç...».
Новосибирск госпиталĕнчен 1944 çулхи январь уйăхĕнче киле, Шупашкар районĕнчи Шарпаша таврăннă.
МИРЛĔ ПУРНĂÇ
Тăван ялĕнче колхоз пухăвĕнче ăна ревкомисси председателĕ пулма суйланă.
1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче Ишлее, комсомол райкомне чĕннĕ. Вăл унта çитнĕ хыççăнах Госбанк уйрăмĕн управляющийĕ пырать, çамрăк каччăна кредит инспекторĕнче ĕçлеме сĕнет. Ревокат Моисеев нумаях шутласа тăмасть — банка ĕçлеме куçать. Тепĕр икĕ уйăхран инспекторсем хатĕрлекен курсра вĕренме тытăнать. Каярахпа, 1948 çулта, финанспа кредит техникумне вĕренме кĕрет, ăна лайăх паллăсемпе кăна вĕçлет.
Шăпа таçта та илсе çитерет банк ĕçченне. Ятарлă направленипе Комсомольски районне ĕçлеме янă хыççăн çакăнтах тĕпленет вăл.
ПĔРРЕМĔШ ЮРАТУ
Юрату вăл — пысăк туйăм. Ăна кашни хăйне май хаклать. Çак асамлă туйăм пурнăçăн пур енне те пысăк витĕм кÿрет. Çапла, юратма пăрахсан — çын пурăнма пăрахать. «88 тултартăм пулин те, эпĕ яланах юрату вăйне туйса пурăнатăп. Вăл мана ĕçлеме, пурăн ма хавхалантарать»,— çутă та асамлă туйăм пирки пуçларĕ калаçăвне Ревокат Прохорович.
«Хĕр чухне — хĕрĕх, каччă чухне — аллă»,— теççĕ халăхра. Паллах, маттур та пултаруллă каччă патне çыру çырса тăнă хĕр-тусĕсем те нумай пулнă...
Кÿршĕ хĕрне, 4 çул кĕçĕнскерне, çара кайиччен кăмăлланă вăл. Нина Ревокат чĕрине хаяр вăрçă кунĕсенче те çырăвĕсемпе ăшăтнă. Ялан таврăнсан туслăхĕ малалла тăсăлнă. Анчах та шăпа пĕрлештермен вĕсене.
ÇЕМЬЕ
Ревокат Прохорович 1949 çулта Шупашкар районĕнчи Шăнкас хĕрĕпе, Любовь Григорьевнăпа, çемье çавăрнă. Тăватă ача: виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса пăхса ÿстернĕ Моисеевсем. Людмила Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă, çемйипе Шупашкар хулинче тĕпленнĕ. Ывăлĕ Пермь облаçĕнчи Лысьвăри турбогенератор заводĕнче инженерта ĕçленĕ. 31 çул тултарсан сарăмсăр çĕре кĕнĕ. Эльвира Санкт-Петербургра врачра ĕçлет. Кĕçĕн хĕрĕ Инна та çурçĕр тĕп хулинче çемйипе пурăнать. Ревокат Прохоровичăн мăнукĕсем те мăшăрланнă, мăн мăнукĕсем иккĕн.
Р.Моисеевăн мăшăрĕ чире пула 1991 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă.
СЫВЛĂХ — ЧИ ХАКЛИ
«Чирĕсем ман теçеткипех,— тет шÿтлесе сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан ватă. — Сывлăха упрама тăрăшни пурнăçа тăсма пулăшать. Кашни ир шăм-шака хускататăп». Физкультурăпа туслă ветеран хĕлле кунсерен 5—6 çухрăма яхăн йĕлтĕрпе чупнă. Иртнĕ хĕл кунĕсенче 370, кăçал вара 360 километр йĕлтĕрпе шуса тухнă. Иккĕмĕш ушкăнри вăрçă инваличĕ табак туртмасть, эрех-сăрапа та туслă мар.
Эпир сумлă ветерансем умĕнче пуçа таятпăр. Вĕсен Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи хастарлăхне нихăçан та асран кăлармăпăр.
Источник: "Каçал Ен"