03 апреля 2010 г.
Çĕршыв çине ултавлăн, сĕмсĕррĕн, вăрă-хурахла тапăнса кĕни совет çыннисене калама çук тарăхтарнă. Тăнăç ĕçпе пурăннă çынсем тăшман эшкерĕсене хирĕç çĕкленнĕ, аякри тылри халăх фронта туртăннă. Салтак çулĕ çитмен яш-кĕрĕм çар комиссариачĕсене пырса тулнă.
Çук, совет çыннисен алли те, чунĕ те чĕтремен. Тылри ял-хула та аптраса ÿкмен. «Пурте фронтшăн, пурте çĕнтерÿшĕн» — çапла пулнă ун чухнехи лозунг. Тăван çĕршыв пурне те ура çине тăма чĕннĕ.
— Эпир, вăрçă вăхăтĕнчи мĕн пур терт-нушана тÿснĕ ачасем,— тесе пуçларĕ хăй сăмахне тĕл пулура А.И.Ласточкина педагог-ветеран.
— Вăрçă пуçланнă çул эпĕ 11 те тултарман. Кĕркунне 5-мĕш класа каймалла, анчах та çулла, июнĕн 22-мĕшĕнче, вăрçă пуçланчĕ. Аттепе пиччене фронта илсе кайрĕç. Анне чирлĕ, асанне тата виçĕ хĕр тăрса юлтăмăр. Асли — 14 çулта, эпĕ — вунпĕрте, кĕçĕнни — çиччĕре. Колхозри мĕн пур ĕçе хĕрарăмсемпе ачасем тăваттăмăр. Тăраниччен çисе, çывăрса курман. Пирĕн ĕне пурччĕ те, эпир аптрасах кайман. Ĕне çуккисене пурăнма тата йывăрччĕ. Вăрçă пирĕн пата çитет тесе чунтан хурланса йĕреттĕмĕр.
Курăк яшкипе, çĕрнĕ çĕр улми крахмалĕнчен пĕçернĕ пашалупа хырăма лăплантарнă çынсем — хĕрарăмсемпе ачасем тата ватăсем — вăрçă кăларса тăратнă пĕтĕм йывăрлăха мĕнле тÿссе ирттерме пултарни халĕ, чылай çул иртнĕ хыççăн та, тĕлĕнтерме пăрахмасть.
— 1942 çулхи кĕркунне çĕр улми кăларни халĕ те куç умĕнче. Сентябрĕн 14-мĕшĕнче килти çĕр улмине кăларма тытăнтăмăр. Малтан шкула кайса килнĕ, унтан колхоз ĕçне утнă. Килти ĕçсене каçпа кăна тума пултарнă. Пĕр уйăх кăлартăмăр çĕр улмине,— аса илет Анфиса Ильинична. Совет Союзне Аслă Çĕнтерÿ патне çитме питĕ йывăр пулнă. Вăрçă синкерĕ кашни киле, урама, ял-хулана килсе тухнă. Пайтах çын куççулĕ, юнĕ, тарĕ юхнă, пин-пин пурнăç вăхăтсăр татăлнă. Майăн 9-мĕшĕ — Çĕнтерÿ кунĕ — пирĕн халăхăн аслă, мăнаçлă, куççуллĕ уявĕ.
1945 çулхи майăн 9-мĕш кунне çав тери лайăх ас тăватăп. Эпĕ — Канаш педучилищин студенчĕ. Пире пурне те линейкăна кăларчĕç те вăрçă пĕтни çинчен пĕлтерчĕç. Эпир савăннипе ним тума пĕлместпĕр, пĕр-пĕрне ыталатпăр, кулатпăр. Вĕрентмерĕç çав кун. Киле çитрĕмĕр. Килте савăнас вырăнне уласа йĕретпĕр. Мĕншĕн тесен аннепе пĕр тăван аппан икĕ ывăлĕ вăрçăра вилнĕ, кÿршĕри Анна инкен Петĕр ывăлĕ вăрçăран таврăнайман, çак телейлĕ куна кĕтсе илеймен.
— Вăрçă питĕ хăрушă. Çĕнтерÿ мĕн тери хаклă, паха, чаплă пулнине поэтсемпе писательсем паян кун та çĕнĕ сăвăсемпе, калавсемпе тарăнраххăн палăртма тăрăшаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă чăваш поэчĕсем вара хăйсем курса, тÿссе ирттерни çинчен çырнă.
Эпĕ паян сире вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă чăваш çы-равçисен тата мирлĕ пурнăçра çуралнă поэтсен сăввисене вуласа парасшăн,— терĕ Анфиса Ильинична.
А.Алкан «Июнĕн 22-мĕшĕ», Л.Лялькинăн «Çапăçу хирĕнче вут-çулăм пĕрĕхет...», У.Яккăвĕн «Вăрçă кăварĕ», «Уяр июнĕн кăн-кăвак ирне...», Н.Сандровăн «Вутра», В.Урташăн «Аппа патне», А.Артемьевăн «Салтак амăшĕ», И.Тукташăн «Шурă-шурă кăвакарчăн», А.Воробьевăн «Вăрçă ачисем», Г.Орловăн «Çĕнтерÿçĕ салтакĕ» сăввисене пăхмасăр вуласа пачĕ педагог-ветеран. П.Ялгир çырнă «Шăплăх минучĕ» сăвва вуланă чухне Анфиса Ильиничнăн та, итлесе ларакан ачасен те куçĕсем шывланчĕç. Сăвва вуланă хыççăн ачасем ура çинче пĕр минут шăп тăчĕç.
Тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерет пире А.И.Ласточкина. Вăл, сакăрвуннăра пулсан та, пĕрре те ахаль лармасть, чунĕпе те ватăлмасть. Çур ĕмĕр шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер, паянхи кун та шкулшăн, ачасемшĕн тунсăхлать. Час-часах вĕренекенсемпе тĕл пулса калаçусем ирттерет, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче тухса калаçать, сăвăсем вулать.
Эпир, шкул ачисем, вĕрентекенсем, вăрçă терт-нуши витĕр тухнă, çур ĕмĕр ачасене вĕрентес ĕçре вăй хунă педагог-ветеран умĕнче тата тылра ĕçлесе, фронтра çапăçса çĕнтерĕве çывхартнă пур ветеран умĕнче те пуç таятпăр. Никама та манман, нимĕн те манăçман.
Источник: "Каçал Ен"